Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сапаркинсем ĕçпе илемлĕ

Сапаркинсем ĕçпе илемлĕ

Хĕрлĕçыр районта чи аякри ялсенчен пĕри. Вăл Тутар Республикин чиккинче вырнаçнă. Хăйне евĕрлĕ илемлĕ вăл. Çурчĕсем хитре те капăр, çыннисем ăшă кăмăллă та тарават. Уйрăм кил хуçалăхсенче лаша тытакансем те чылаййăн. Апла пулсан, ĕçрен хăраман, ỹркенмен çынсем пурăнаççĕ кунта.

Акă, тĕслĕхрен, ялти ĕçчен çемьесенчен пĕрне - Сапаркинсенех илер. Ялта хуçалăх пĕтсе ларсан, апла та, капла та туса пăхрĕç, ниепле те ĕç-пуç малалла каяймарĕ, пĕр вырăнта тăпăртатса тăчĕ темелле. Шăпах çак вăхăтра Сапаркинсем хăюлăх çитерсе "Сапаркин" фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ячĕç. Унăн пуçлăхне Александр Геннадьевич Сапаркина суйларĕç. 250 гектарлă çĕр çинче тĕш тырă çитĕнтерме тытăнчĕç. Халĕ вĕсем фермер хуçалăхĕнче - 13-ĕн. Тĕрĕссипе каласан, ку çынсем ырлăхне те, хуйхине те пĕрле пайлаççĕ. Фермер хуçалăхĕ лизинг майĕпе МТЗ-82 трактор, КамАЗ автомашина туяннă, 2005 çулта Дон-1500 комбайнпа кăшман лартмалли сеялкăна хăйсен вăйĕпех туянма пултарчĕç. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вăй илсех пыраççĕ. Кăçал 30 гектар çинче сахăр кăшманĕ çитĕнтерчĕç. Халĕ хĕрсех сахăр кăшманне кăларса тирпейлессипе вăй хураççĕ. Кунта хăйсен техники çителĕклĕ маррине пула юнашарти Тутар Республикинчи "Шимякино" агрофирмăран ятарласа кăшман кăларакан комбайнпа çулçине пуçтаракан БМ-65 машинăна вăхăтлăха арендăна илнĕ. Вĕсене В.Малышкинпа С.Савелькин тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ, кĕске вăхăтрах сахăр кăшманне йĕтем территорине темиçе автомашина турттарса тăкнă та ĕнтĕ. Халĕ ăна тасатса тирпейлесе Канашри кăшман йышăнакан пункта ăсатаççĕ. Пĕччен-иккĕн тумалли ĕç маррине шута хурса сахăр кăшманне тирпейлесе тиесе яма ял халăхне те явăçтарнă. Ĕçшĕн кам укçан илет, кам сахăр песуклă пуласшăн. Ỹркенмен çынсене ял халăхĕ яланах хапăл тăвать. "Сапаркинсем ĕçпе илемлĕ", - теççĕ вĕсем. Апла пулсан эпир те вĕсене ăнăçлăх кăна сунар.

А. НИКОЛАЕВА.



15 октября 2005
00:00
Поделиться