Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксен форумĕнче

о Пуçару

Çамрăксен форумĕнче

Çĕнĕ Шупашкар хулинче "Çĕнĕ ĕмĕр профессионалĕсем" ятпа ĕçлекен çамрăксен республикăри III форумне ирттерчĕç. Палăртнă мероприяти Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе Çĕнĕ Шупашкарти "Содружество работающей молодежи" обществăлла организаци пуçарнипе иртрĕ. Форумăн тĕллевĕ - республикăри мĕн пур предприятисенчи çамрăк ăрăва ĕçе явăçтарасси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси тата предприятисемпе, патшалăх влаç органĕсемпе обществăлла организацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси, республикăра вырнаçнă предприятисемпе организацисенчи çамрăксен ĕç юхăмне палăртасси.

Мероприятие республикăри пысăк предприятисен специалисчĕсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Çав шутра пирĕн районтан райпо, обществăлла апатлану предприятийĕсен, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн çамрăкĕсем, çамрăк предпринимательсем тата ыттисем те.

Форума пухăннисем "Ăнăçу санăн аллусенче", "Кадрсем тата карьера" тата ытти темăсене сỹтсе яврĕç. Унсăр пуçне, çамрăк специалистсене хавхалантарас, çамрăк çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр ыйтăвне татса парас тĕллевпе хатĕрленĕ информацисемпе паллаштарчĕç. Специалистсем хушшинче тренингсемпе упражненисем иртрĕç, вĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе кăсăкланчĕç.

Хальхи вăхăтра ĕçлекен çамрăк çынна тĕрлĕ пулăшу парассипе, ăна хавхалантарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ республикăра. Иртнĕ çул кăна республика предприятийĕсенче 16-30 çулчченхи çамрăка 115 пине яхăн ĕçпе тивĕçтернĕ. Районта та çак ыйтусемпе начар мар ĕçлеççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Чăвашпотребсоюзăн Вăрмар райповĕ активлăх кăтартать. Кунта 2002 çулта çамрăксен ĕçĕсемпе ĕçлекен комитетне йĕркеленĕ, предприятинче производствăпа çыхăннă е ытти социаллă ыйтусене çамрăксем пуçарулăх кăтартнипе татса пама тăрăшаççĕ. Çитес вăхăтра райпора ĕçлекен çамрăксен слетне ирттерме палăртнă.

И. СТЕПАНОВА,

район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата

çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн ĕçĕсене

туса пыраканĕ.



19 октября 2005
00:00
Поделиться