Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă пуçару

о Ялсен социаллă аталанăвĕ

Ырă пуçару

Хальхи рынок вăхăтĕнче пĕтĕм организацисене, уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсене пурăнма йывăр. Малтанхи пур техника кивелсе пынă, çĕннине тата сапас пайĕсем илме укçа-тенкĕ çук. Çакна ООО "Мусирминское" тĕслĕхĕнчен те илме пулать. Çав ахрăм пушар хуралне те çапса хуçрĕ, вăл саланса кайрĕ. Пушар машинин аккумуляторне кăларса илчĕç, ураписене те çарата пуçларĕç. Кăçал пирĕн Мăнçырма ялĕнче пĕр çĕрте икĕ хуçалăх кĕл çине тăрса юлчĕç, хамăр ялăн пушар машини унта çитеймерĕ.

Ял халăхĕ пушар хуралне чĕртсе ярас тесе хăй çине илчĕ. Пушар машинине Р.Гурьев тỹрлетсе хута ячĕ. Водительсем ларакан пỹлĕмре телефон кĕртсе пачĕç, телевизор лартса панă. Бензин илме, ĕç укçине тỹлеме ял халăхĕнчен пуçтарнă. Тăрăшни сая каймарĕ: сентябрĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕçырти шкул çунма пуçласан унта кайса пушар сỹнтерме пулăшрĕç. Р.Гурьев, Г.Савельев, П.Павлов, Г.Вотяков хăйсен яваплăхне туйса ĕçлекен водительсем.

Тата тепĕр ырă пулăм вăл - çĕрлехи дозора йĕркелесе яни. Пушар мĕн тухас пулсан кирлĕ çĕре пĕлтерме обществăлла вырăнсенче телефон номерĕсене çырса çапнă. Сăмахран, Чиркỹ кассинче, магазинта номерсене вулама пулать. Çĕрлехи дозора Лешкас Мăнçырмара лайăх йĕркелесе янă.

Г. ПЕТРОВ.

Мăнçырма ялĕ.



19 октября 2005
00:00
Поделиться