Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ районта активлă иртрĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх

органĕсен суйлавĕ районта активлă иртрĕ

ВĂРМАР ПОСЕЛОКĔ. Октябрĕн 16-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ активлă иртрĕ. Çанталăкĕ те уяр та лăпкă тăчĕ. Поселок территорийĕнче икĕ суйлав участокĕ пулчĕ. 18 çул тултарнă çамрăксенчен пуçласа ватăсем таранах хăйсен гражданла тивĕçĕсене пурнăçларĕç. Вĕсене хавхалантарас тĕллевпе участоксенче райпон обществăлла апатлану предприятийĕ тутлă апат-çимĕç, пылак шыв сутрĕ. Районти культурăпа кану çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем концерт кăтартрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

ЧУПАЙ. 663-мĕш номерлĕ Чупайри суйлав участокĕнче списокпа 591 суйлавçăран 325-шĕ хутшăннă. Ку 55 процентпа танлашать. Çакна палăртмалла: комисси суйлава тĕплĕн хатĕрленнĕ. Граждансене суйламашкăн 2 кабина йĕркеленĕ. Сĕтелсем çинче бюллетеньсене йĕркипе вырнаçтарнă. Суйлава килекенсене кашнине паспорта регистрацилесе бюллетеньсем панă. Вĕсем кашни уйрăмшарăн кабинăсене кĕрсе хăйсене килĕшекен кандидатсене суйланă.

Кăнтăрла иртсен Чупайри культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ савăнăçлă концерт лартнă. Райпо лавкки халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерсе тĕрлĕ тавар сутнă.

Каçхине 8 сехет иртсен комисси членĕсем бюллетеньсем шутланă. Пĕтĕмĕшле кăтартусенчен çакă паллă пулнă: район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă В.Кириллов кандидатшăн - 221, А.Егоровшăн - 93, И.Алешиншăн 1 çын сасăланă, Л.Петров кандидатшăн сасă паман. Чупай ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă Е.Вавилова кандидатшăн - 170, А.Федотовшăн 102 çын сасăсене панă.

Вăрмар районĕнчи депутатсен пухăвĕн тăваттăмĕш суйлавĕн депутачĕ пулма тăратнă А.Димитриев кандидатшăн - 140, В.Еньковашăн 137 çын сасăланă.

Г.ЕГОРОВА,

комисси председателĕ.

КИВĔ ВĂРМАР. 657-мĕш номерлĕ Кивĕ Вăрмар суйлав участокĕнче 1118 суйлавçăна регистрациленĕ. 8 сехет тĕлнеллех ял халăхĕ суйлав участокне туртăнма пуçларĕ. Суйлав урнине пĕрремĕш бюллетень яраканĕ вăтам шкулти физикăпа математика учителĕ А.Силеров пулчĕ. Унăн алли çăмăл пулнăран та,анчах ытларах ял халăхĕ район, ял шăпине татса парасси хăйсенчен килнине ăнланнипе пулĕ - суйлав активлă иртрĕ. 12 сехет тĕлнеллех суйлавçăсенчен çурри хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçларĕ.

Спортпа туслисен те кỹренмелле пулмарĕ - шкул çумĕнчи стадионра мини футбол, спорт залĕнче волейбол вăййисем иртрĕç.

В. ТОЛМАТОВ.



19 октября 2005
00:00
Поделиться