Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял хуçалăх çыравĕ çывхарать

Ял хуçалăх çыравĕ çывхарать

Раççейре ял хуçалăх çыравне 1920 çулта ирттернĕ. Ытти çĕр-шывсенче вăл йĕркеллĕ, кашни 5-10 çулта пĕрре иртет. 2 миллион фермер шутланакан Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче, сăмахран, ял хуçалăх çыравне кашни 5 çулта пĕрре ирттереççĕ, ыйтăмсен хучĕ 1000 яхăн ыйтуран тăрать. Польшăра вара çак мероприятие кашни 2 çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Совет влаçĕн çулĕсенче Раççейре кун пек çырава ирттермен, мĕншĕн тесен тĕп производительсем - колхозсемпе совхозсем - хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчетсем вăхăтра парса тăнă.

Юлашки çулсенче Раççейри ял хуçалăхĕнче палăрăмлă улшăнусем пулса иртрĕç: экономикăра çĕнĕ условисем çирĕпленчĕç, çĕр хутшăнăвĕсем çĕнелчĕç, килти хушма хуçалăх малалла аталанчĕ. Халĕ нумай сыпăклă экономика йĕркеленчĕ, вăл тавар кăларакансен (фермер) тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсене пĕрлештерет. Ял хуçалăх çыравĕ иртнĕ вăхăтра шăпах вĕсем статистика сăнавĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăраççĕ те.

2005 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен" Федераци саккунне йышăннă. Çак документ юридици сăпатĕнче тăракансем, уйрăм çынсем, Раççей Федерацийĕнчи патшалăх влаçĕн, Раççей Федерацийĕнчи субъектсен патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерессипе çыхăннă ыйтусене йĕркелесе тăрать.

ЧР Министрсен Кабинечĕ 2005 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче 155-мĕш номерлĕ "Чăваш Республикинче 2006 çулти Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленесси çинчен" йышăну кăларнă. Ăна тĕпе хурса, район администрацийĕн пуçлăхĕ 2005 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче "Вăрмар районĕнче 2006 çулти Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрлесси çинчен" йышăну кăларнă. Районта çак çырава йĕркелесе ирттерме 13 çынтан тăракан комисси туса хунă, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ ертсе пырать. Çырав 2006 çулхи июль уйăхĕн 1-25-мĕш кунĕсенче иртет. Мĕн парать-ха çырав? Вăл çак ыйтусем çине хурав тупма пулăшĕ:

- ял хуçалăхĕнче статистикăн тĕллевлĕ тытăмĕ мĕнле шайра?

- пĕр çыравпа тепĕр çырав хушшинчи статкăтартусен цифрисемпе хальхи кăтартусен хушшинче мĕнле уйрăмлăхсем пур?

- суйласа илсе ирттерекен тĕрĕслевсене хак парассине мĕнле майпа йĕркелеме пулать?

- пĕтĕм тĕнчере çирĕплетнĕ стандартсемпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхĕнче пулса тăнă лару-тăрупа статистика тĕпчевĕн кăтартăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ?

Ял хуçалăх çыравĕн кăтартăвĕсем агропромышленноç политикине тухăçлă аталанма, апат-çимĕç комплексĕнчи лару-тăрăва тĕрĕс хак пама пулăшасси пирки иккĕленỹ çук.

Е. ТЕРЕНТЬЕВА,

районти перепись ирттерес енĕпе ĕçлекен

уполномоченнăй.



19 октября 2005
00:00
Поделиться