Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăван Вăрмар ĕç халăхĕ, ветерансем, мана шаннă çынсем, тăванăмăрсем, юлташсем! Хисеплĕ хăнасем, янташăмăрсем!

Тăван Вăрмар ĕç халăхĕ, ветерансем, мана шаннă çынсем, тăванăмăрсем, юлташсем!
Хисеплĕ хăнасем, янташăмăрсем!

2005 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче районта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕсем пулса иртсе кайрĕç. Суйлавçăсенчен ытларахăшĕ район пуçлăхĕн тивĕçĕсене малалла пурнăçласа пыма мана шанчĕ. Çакăншăн вĕсене пĕтĕм чĕререн тав тăватăп, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Çавăн пекех суйлава хутшăннă ытти çынсене те тав сăмахĕ калатăп.

Халăх мана пысăк яваплăх шанса пачĕ. Эпĕ хамăн пурнăçра яланах халăхшăн ĕçлеме тăрăшнă. Тăван халăхăн ĕçне, пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çине тăрса ĕçленĕ. Малашне те район самоуправленийĕн пуçлăхĕнче, хамăн вăй çитнĕ таран халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн ĕçлеме шантарсах калатăп.

Вăрмар район халăхĕ ăс-тăнлă, ĕçчен, пултаруллă, йывăрлăхсенчен шикленмен, ыррипе усала уйăрса илме пĕлекен çынсемпе паллă. Пирĕн малалла та пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хумалла, кашни ĕç вырăнĕнче йĕрке пулмалла, шанса панă ĕçре яваплăха туйса тăрăшмалла.

Хамăн малалли ĕçре Чăваш Республикин влаç органĕсемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлессине, Вăрмар район бюджетне тупăшлă тăвассине, мĕн пур отрасльри ĕçченсен пурнăçне лайăхлатассине, район çыннисене ĕç вырăнĕ тупса парассине, ĕç дисциплинине ỹстерессине пĕрремĕш вырăна хуратăп. Çакăн пек тĕллевпе вăй хурсан кăна эпир йывăрлăхсене çĕнтерме, малалла кайма пултаратпăр.

Сирĕн - хисеплĕ суйлавçăсен, шанăçне тỹрре кăларассишĕн, район экономикипе социаллă пурнăçне малалла аталантарассишĕн хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшăп, çавăн пекех çак яваплă ĕçре сирĕн енчен ырă сĕнỹсем, пулăшу пуласса шансах тăратăп.

Халăхпа пур ĕç те пулать, пĕччен ним те пулмасть - çапла калать ваттисен сăмахĕ. Пĕрле пулар, халăх ырлăхĕшĕн, районшăн тăрăшса ĕçлер.

Вăрмар район пуçлăхĕ                  В.Н. Кириллов



20 октября 2005
00:00
Поделиться