Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Массăлăхпа палăрчĕ

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Массăлăхпа палăрчĕ

Район халăхне, уйрăмах çамрăксене физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăрах явăçтарас, спортпа туслаштарса сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, массăллă спорт мероприятийĕсене тăтăшах ирттерессине йăлана кĕртес тĕллевпе районта физкультурăпа спорт мероприятийĕсем час-часах иртеççĕ. Çакăнта паллах район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн яваплă çыннисен тỹпи пысăк. Акă, нумай пулмасть, вĕсем йĕркеленипе халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас, чи вăйлă спортсменсене тупса палăртас тĕлĕшпе Ара юхан-шывĕ хĕрринче "Вăрмарти сăртсем" кросĕн чупăвне ирттерчĕç. Районта пуçласа ирттернĕ ăмăртусене поселокра чупăва юратакансен Клубне уçнине халалларĕç.

Ăмăртусенче уйрăмшаррăн тупăшмалла пулчĕ.

Мероприяти программи тăрăх, ăмăртăва хутшăнакансем 1000, 2000, 3000 метрлă дистанцисене чупрĕç.

1 километрлă дистанцире 1994-1995 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче çĕнтерỹçĕсем М.Петровапа (Энĕшпуç) А.Иванов (Чупай) пулчĕç.

1992-1993 çулсенчисем хушшинче пĕрремĕш вырăнсене Чупай ялĕн спортсменĕсем Л.Дмитриевапа М.Петров тивĕçрĕç.

1 тата 2 километрлă дистанцисенче 1990-1991 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче Энĕшпуçĕнчи О.Кудряшовапа Чупайĕнчи А.Петрова çитекеннисем пулмарĕç.

1988-1989 çулсенчисем хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне Кивĕ Вăрмарти А.Никитинапа Вăрмар поселокĕнчи С.Антонов тивĕçрĕç.

1976-1986 çулсенчи çамрăксен те 3 километр чупмалла пулчĕ. Вĕсем хушшинче Энĕшпуçĕнчи спортсменсем А.Ивановапа А.Сарапаев малти вырăнсене çĕнсе илчĕç.

30 çултан тытăнса аслăраххисем хушшинче те "гандикап" системипе уйрăммăн чупмалла пулчĕ. Трасса çине малтанах чи аслă участник тухать, ун хыççăн - 1 çул кĕçĕнреххи, чупăва вара кĕçĕн участниксем вĕçлеççĕ. 35 çултан тытăнса аслăрах участниксем хушшинче Чупайĕнчи шкулта вĕрентекен С.Егорова пĕрремĕш вырăна тухса çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ.

"Вăрмарти сăртсем" ятпа районта пуçласа ирттернĕ сăрт-ту ăмăртăвĕсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене грамотăсемпе чысланă, хаклă парнесем парса малалла та сывă пурнăç йĕркине анлăн тытса пыма хавхалантарнă.

В. ГУРЬЕВА.



22 октября 2005
00:00
Поделиться