Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пит çинчи пĕркеленчĕк - пурнăç сăнĕ

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Пит çинчи пĕркеленчĕк - пурнăç сăнĕ

Çĕнтерỹ! Питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмах: çын пурнăçĕпе вилĕмĕ, ишĕлнĕ пурлăх, суранланнă çĕр, хурлăхпа та, савăнăç туйăмĕпе тухнă куççульпе тулнă куçсем, амăшĕсен ылханăвĕ, чун ыратăвĕ. Çак туйăмсене нимĕнле хаклă пурлăх та саплаштараймĕ.

Кивĕ Мăнтăр ялĕнчи Иван Александрович Иванов та çак сăмахсене çирĕплетсех калать. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр пур асапсене те çĕнтерсе тухнăскер. Иван Александрович 1922 çулта çуралнă, 1941 çулхи февральте салтака кайнă. Çапла вара унăн вăрçăн малтанхи кунĕсенчех нимĕçсемпе хире-хирĕç çапăçма тивнĕ. "Çак çулсен асаплă кунĕсем паянхи кунчченех асран тухмаççĕ. Хăш чухне тĕлĕкре те вăрçă çулĕсенчи самантсем канăç памаççĕ. Сывлăха нимĕнле пурлăх та, пуянлăх та улăштараймасть", - тет вăрçăн хаяр кунĕсене чăтса ирттернĕ ветеран. 1947 çулта кăна киле таврăнма май килнĕ унăн.

Мăшăрĕпе Зинаида Ивановнăпа, 7 ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Шел пулин те арăмĕн ачисен пултарулăхĕпе паянхи кунчченех савăнма май килмерĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Халĕ Иван Александрович кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кил-çурчĕ хăтлă та тирпейлĕ. Ачисем те ĕçе юратакан, çынна хисеплекен çынсем пулса çитĕнсе ỹсрĕç. Савăнать ашшĕ ывăлĕн çемйипе. Кинĕ çепĕç чĕлхеллĕ те ăшă кăмăллă, тарават çын пулни те кăмăлне çĕклет вăрçă ветеранĕнне. Ватлăх енне сулăнсан ăшă сăмахран ырри çукрах пулĕ çав.

Юлашки çулсенче ЧР Президенчĕ Н.Федоров вăрçă участникĕсене, унта çапăçса инвалида тухнисене пысăк хисепе хурать. Çав çынсен шутĕнче Кивĕ Мăнтăрти И.Александров та пулчĕ. Ăна 2004 çулта октябрĕн 1-мĕшĕнче "Ока" автомашина парнелерĕç. "Япали мар, хисепĕ теме тăрать", - тет И.Александрович пичĕ çинчи тарăн пĕркеленчĕкĕсене татах та пĕркелентерсе.

А. НИКОЛАЕВА.



22 октября 2005
00:00
Поделиться