Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн

Велокросс енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн пирĕн районта ирттернĕ пиллĕкмĕш тапхăрти уçă чемпионата Мускав хулинчен, Ленинград облаçĕнчен, Самара, Ижевск, Тамбов, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, хамăр республикăри Патăръел тата пирĕн район велосипедисчĕсем йышлăн хутшăнчĕç.

Поселокри В.Ленин площадĕнче ятарласа парад иртрĕ.

Çакна палăртмалла: ку ăмăртăва райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Унсăр пуçне спонсорсем те чылай пулăшу панă. Вĕсенчен пĕри - "ВладинаАгро" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ В.Петров. Çавăн пекех ку мероприятие ирттерме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашметалл" УАО генеральнăй директорĕ Л.Григорьев пысăк пулăшу кỹнĕ.

Раççей гимнĕ янăраса каять. Раççей флагне çĕклеме 2005 çулта маунтинбайк енĕпе Европа чемпионатне хутшăннă В.Андреевăна ирĕк панă.

Велокросс енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ пиллĕкмĕш тапхăрти уçă чемпионат Вăрмар çĕрĕ çинче уçăлни çинчен чаплă уява ертсе пыракан И.Степанова пĕлтерет, ăмăрту программипе паллаштарма тĕп судьяна С.Архипова сăмах парать. Велосипед спортне аталантарассипе чылай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн А.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсем В.Семенов, В.Сидоров Хисеп грамотисемпе ЧР Патшалăх Канашĕн Тав Çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Е.Крылова, С.Васильева, С.Пудрикова (Вăрмар поселокĕ), И.Иванова, Е.Николаева велоспорт енĕпе Раççей спорт мастерĕ ята илни çинчен удостоверенисем панă.

1994-1995 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче Мăнçырмари Н.Григорьев иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

1992-1993 çулсенче çуралнă хĕрачасенчен М.Семенова (Вăрмар поселокĕ) - иккĕмĕш, И.Кузьмина (Кивĕ Шулхан) виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

1990-1991 çулсенче çуралнă хĕрсенчен Л.Маркова (Пысăк Енккасси) - иккĕмĕш, Е.Павлова (Кивĕ Шулхан) виççĕмĕш вырăнсенче. Каччăсем хушшинче А.Кохнуров иккĕмĕш пулнă.

1988-1989 çулсенчи хĕрсенчен В.Андреева спорт мастерĕ çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ.

З. ПАВЛОВА.



22 октября 2005
00:00
Поделиться