Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕллев - 40 пин тĕп

о Парксемпе садсем ешерччĕр!

Тĕллев - 40 пин тĕп

ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2005 çула "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе палăртнă. Тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кĕртес, йывăçсем ытларах лартас (вĕсем сывлăша тасатаççĕ) тесе пирĕн районта чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Акă сăмахран, нумаях пулмасть райадминистрацин харпăрлăха тата çут çанталăка сыхлас, çĕр йĕркелỹ енĕпе ĕçлекен пайĕ пуçарнипе район территорийĕнче йывăç лартас ĕçе йĕркелесе янă.

Кăçал çуркунне 210 пин тĕп йывăç лартнă. Вĕсенчен 150 пинĕ чĕрĕлнĕ.

Куславккари вăрман хуçалăхĕнчен 20 пин тĕп йывăç кỹрсе килнĕ, ытларах - хырсем. Йывăç лартма бюджет тытăмĕнчи организацисемпе учрежденисенче вăй хуракансем, шкул ачисем хастар хутшăннă. Вĕсем тăрăшнипе Энтрияль çумĕпе иртекен асфальт хĕррипе çак ялти 30 шкул ачи тата 4 учитель тăватă пин тĕп йывăç лартнă. Унпа пĕрлех Çĕнĕ Вĕренер, Тикаш çулĕсем хĕррипе механизаци вăйĕпе лартнă 15 пин тĕп йывăç та çитес çул ешерме тытăнĕ. "Парксемпе садсен çулталăкне" хутшăнса культура учрежденийĕсемпе стадионсем тавра, юхан-шывсемпе кỹлĕсен хĕррине йывăçсем лартса хăварнă. Вĕсем вара çитĕнсе çитсен хăйсен илемĕпе савăнтарĕç, çулсене юр-кĕрт хĕвесрен, çырмасене ишĕлесрен хỹтĕлĕç. Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле 32 пин те 152 тĕп йывăç лартнă, тĕллев - 40 пине çитересси.

В. МУЛЛИН,
райадминистрацин çут çанталăка сыхлас, çĕр йĕркелỹ енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ.


22 октября 2005
00:00
Поделиться