Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Çамрăк ăру - сывă пурнăç йĕркишĕн"

о Акции

"Çамрăк ăру - сывă пурнăç йĕркишĕн"

Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ: пирĕн районта октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 30-мĕшĕччен "Çамрăк ăру - сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пырать.

Унта çамрăксене активлă явăçтарса тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Акци тĕллевĕ - çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, табак туртнинчен, наркотикпе, эрех-сăрапа айкашнинчен профилактика ĕçĕсем ирттересси, чăваш наци культурин пуянлăхне упрама вĕрентесси. Çакна тĕпе хурса районти модельлĕ тата ача-пăча библиотекисенче ятарлă выставкăсем, электронлă презентацисем, буклетсем хатĕрленĕ. Ача-пăча библиотекинче, тĕслĕхрен, акцине хутшăнса тăххăрмĕш классенче вĕренекенсемпе "Сывă пурнăç йĕрки - пуласлăха çирĕп утăмпа" ятлă информаци кунне ирттертĕмĕр. Мероприятие ирттернин тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва сывлăхран пахараххи, хаклăраххи нимĕн те çук пулнине ăнлантарасси. Сывлăхлă пулас тесен физкультурăпа, спортпа туслашмалли çинчен Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, Н.Сейфуллин тренер, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ И.Степанова анлăн ăнлантарса пачĕç.

Тĕл пулăва пынă поселокра пурăнакан Е.Сергеевапа Н.Михайлов ветерансем те ачасене сывă пурнăç йĕркине мĕнлерех тытса пыни çинчен каласа пачĕç. Райбольницăри çул çитмен ачасемпе ĕçлекен Д.Иванова тухтăр пирус туртнин, эрех-сăра ĕçсе иртĕхнин, наркăмăшпа айкашнин сиенĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Вулавăша килнĕ çамрăксем "Три ступени, ведущие вниз" кĕнекепе, хаçат выставкипе, кунта ĕçлекенсем хатĕрленĕ "Нет наркотикам, алкоголю, табаку" ятлă памяткăпа паллашма пултарчĕç.

Г. ПЕТРУШКОВА,
вулавăш заведующийĕ.


28 октября 2005
00:00
Поделиться