Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлекенсемшĕн тăрăшмалла

о Пенси реформи

Ĕçлекенсемшĕн тăрăшмалла

2002 çултан пуçласа Раççей Федерацийĕнче çĕнĕ пенси тытăмĕ пурнăçа кĕчĕ. Нумай çуллăха палăртнă пенси реформи темиçе ăру кун-çулне пырса тивет. Пенси реформине çул паракан "Раççей Федерацийĕнчи пенсин обязательнăй страхованийĕ çинчен" калакан тĕп саккунĕ çинче чарăнса тăрас килет. Палăртнă саккунăн, çавăн пекех пенси реформин тĕп тĕллевĕ - обязательнăй страховани принципĕсем тăрăх ĕç укçине ỹстерме тата вăрттăн тупăша уçса хавхалантаракан пенси тытăмне туса хурасси. Çĕнĕ саккунсем вăй илнĕ май пенсин пухăнса пыракан пайĕ пурнăçа кĕчĕ. Урăхла каласан, пирĕнтен кашни пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе хăйĕн пулас пенсийĕ валли хăйех укçа пухма пуçлать. Çапла майпа унăн уйрăм капитал пухăнать. Çак укçа патшалăх пенси страхованийĕн тытăмĕнче страхланнă кашни çыннăн харпăр хăй счетĕнче шутланать. Ĕç тапхăрĕнче Пенси фондне хывнă укçа-тенкĕ калăпăшĕнчен пенсин страховани тата пухăнса пыракан пайĕсем мĕн чухлĕ пуласси килет. Çавăнпа кашни ĕç çыннине пенси взносĕсене пур тупăшран та хывни вырăнлă.

Палăртнă саккун вăя кĕнĕренпе вăхăт самаях иртрĕ. Çакăнтан пĕтĕмлетỹ тума пулать: кам ыранхи куншăн шухăшлать, кам çук. Çавăнпа та ĕç çыннисене шалу тỹлекен страховательсен страховани взносĕсене вăхăтра тата пĕтĕмĕшле пурнăçламалла. Çак ĕçе туллин пурнăçласа пыракан организацисене палăртса хăварас килет. Вĕсен шутне бюджет учрежденийĕсемсĕр пуçне тата "Шигали", "Родина" хуçалăхсем, Вăрмарти элеватор, Вăрмарти потребительсен обществи, "Арабоси" агрофирма, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики кĕреççĕ.

"Чăваш Республикин агропромышленность комплексне патшалăх йĕркелесе тăрасси тата пулăшасси çинчен" Указпа килĕшỹллĕн хăш-пĕр хуçалăхсем 2004 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа кулленхи страховани взносĕсене тỹлеме тытăнчĕç. Вĕсен шутне "Яниковское", "Ковали" хуçалăхсем кĕреççĕ.

Çавăн пекех ячĕшĕн кăна тỹлекен хуçалăхсем те тĕл пулаççĕ-ха. Асăнар-ха вĕсене: РОСТО автошкулĕ, Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ, "Орнарское", "Чакинское", "Шоркистринский", "Вознесенское", "Рассвет" хуçалăхсем тата ыттисем.

Шел пулин те хăш-пĕр страховательсем хăйсем патĕнче ĕçлекен çыннисемшĕн обязательнăй страховани взносĕсене пачах та куçармаççĕ. Ку хуçалăхсене ертсе пыракан пуçлăхсем хăйсен халăхĕ умĕнчи яваплăхне туймаççĕ. Вĕсен шутĕнче: "Тегешево" агрофирма /Н.Иванов/, "Кинчерское" /И.Иванов/, "Шептаховское" /А.Михайлов/, "Мусирмы" /В.Фомин/ хуçалăхсем, Вăрмарти механика завочĕ /А.Гогинян/. Тỹлев коэффициенчĕ 2002, 2003 тата 2004 çулсемшĕн нульпа танлашать.

Страхланнă çынсем ĕçпе тивĕçтерекенсенчен Пенси фондне мĕн чухлĕ укçа куçарнине пĕлме тата çак ĕçе тĕрĕслесе тăма пултараççĕ.

Т. ВАСИЛЬЕВА,
Пенси Фончĕн
 Вăрмар районĕнчи
управленийĕн пай пуçлăхĕ.



28 октября 2005
00:00
Поделиться