Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă сăмахпа кăна

о Аякри ентешсем

Ырă сăмахпа кăна

Атăлçи Урал çар округĕнче командăпа штаб вĕрентĕвĕсене ирттерни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Пирĕн районта çар вĕрентĕвне Пушкăрт Республикинчи Архангельски районĕн çар ĕç комиссарĕ И.Иванов подполковник ирттерни çинчен те асăннăччĕ. Паянхи номерте ун çинчен тĕплĕнрех каласа парас килет. Сăлтавĕ те пур - вăл чăваш çынни, асăннă республикăри Мияки районĕнчи Еспуç ялĕнче çуралнă. Ялти, райцентрти шкулсенче вĕреннĕ. Ун хыççăн тракторист-машинист специальноçне алла илнĕ, çар службине кайнă. Çавăн чухне Иван Анатольевич малашнехи пурнăçне çар хĕсмечĕпе çыхăнтарма шутланă: Киеври çар училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе тухсан, çамрăк лейтенант малтанах Камчаткăра, Хабаровск хулинче службăра тăнă. Разведка взвочĕн командирĕнчен полк разведкин начальникĕ таран ỹснĕ. 2002 çулта Чечен Республикинчи Шатой районĕнче оперативлă дежурнăй пулнă.

2003 çултанпа Пушкăрт республикинчи Архангельски районĕн çар ĕç комиссарĕ.

Хам эпĕ Пушкăртра пĕрре кăна пулман, яланах унти чăвашсемпе çыхăну тытнă. Пĕр уйрăмлăх асăрхаттăм - вĕсен калаçăвĕ тутар сĕмĕпе палăрса тăратчĕ. Иван Анатольевичпа калаçсан çакă пĕрре те сисĕнмерĕ. Калаçăвĕнче чăвашсен литература чĕлхи уççăн илтĕнет. Çакăн сăлтавне вăл уçăмлăн палăртрĕ - унăн ашшĕ Кекен Васильевкăра (Пушкăрт Республики) шкул директорĕ пулса ĕçленĕ, чăвашсен паллă поэчĕ К.Иванов та çав шкултах вĕреннĕ, ашшĕне темиçе сыпăкран тăван та лекнĕ. Юн витĕмĕ çулсем хыççăн та палăратех иккен!

Пирĕн районта çар ĕç комиссариачĕ хăйĕн ĕçне епле йĕркелесе пани пирки те чи ырă сăмахпа кăна асăнчĕ Иван Анатольевич: - Вĕренỹ пуçлансан, эпир мобилизаци хушăвĕсем панă хыççăн 5 сехет хушшинчех çĕр процента яхăнах палăртнă техника единиципе чĕнтернĕ çынсене тăратрĕç. Ку - питĕ пысăк кăтарту. Вăрмар çыннисем манăн асра ăш-пиллĕ, пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр çынсем пек юлĕç. Çар служби вăхăтĕнче мĕн чухлĕ чăваша курнă - тăван чĕлхене пурте асра тытатчĕç, хăйсен тивĕçĕсене манмастчĕç. Вĕсем хушшинче, ахăртнех, Вăрмарсем те пулнă, мĕншĕн тесен сирĕн районта пулнă хыççăн çакăн пирки пĕрре те иккĕленместĕп.

В. ТОЛМАТОВ.



28 октября 2005
00:00
Поделиться