Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем работников автомобильного транспорта

Автомобиль транспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсен кунĕпе ăшшăн саламлать.

Пирĕн пурнăçа автомобиль анлăн кĕчĕ, эпир унăн пулăшăвĕпе куллен усă куратпăр. Автомобиль транспорчĕ район экономикине аталантарас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăрать.

Ĕçри яваплăхăр пысăк пулнипе эсир пассижирсем илсе çỹрессине тата груз турттарассине тивĕçтерес енĕпе кăткăс задачăсене ăнăçлă пурнăçлама май тупатăр. Пархатарлă ĕçĕршĕн сире чĕререн тав тăватпăр, эсир ỹлĕмрен те тăрăшса ĕçлессе шансах тăратпăр.

Малашлăхра сире çирĕп сывлăх, ăнăçу, яланах такăр çул сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                  В.Н. Кириллов



28 октября 2005
00:00
Поделиться