Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çирĕп утăмпа - малалла

о Патшалăх Канашне янă Çырупа хавхаланса

Çирĕп утăмпа - малалла

Ял хуçалăх ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Пирĕн районта хăш-пĕр хуçалăхсем пĕтсе пычĕç пулсан, эпир вара малтанхи пекех йышпа ĕçлеме тăрăшатпăр.

Кăçалхи 9 уйăхри пурнăçланă ĕçсем те курăмлă. Пурĕ 60 çын тăрăшса вăй хурать пирĕн "Вознесенское" хуçалăхра. Унчченхи çулсемпе танлаштарсан выльăх-чĕрлĕх шутне чакарман эпир. Паянхи куна 61 пуç ăратлă выльăх. Çав шутра сăвакан ĕнесем - 25. Хальхи вăхăтра Р.Макарова доярка пĕр ĕнерен талăкне вăтамран 9 килограмм сĕт суса илет. Унсăр пуçне 20 сысна, вĕсенчен 10-шĕ - тĕп амасем. Сысна çурисене çулталăкне икĕ хутчен илетпĕр.

Кăçал эпир тĕш тырă культурисене 300 гектар акнă, 500 тонна тухрĕ. Ытларах тулăн - "Ирень", "Прохоровка", "Лада" сорчĕсене çитĕнтернĕ.

Фермăсене юсаса çĕнетессипе те чылай ĕçленĕ. Вĕсем хĕле хатĕр. Выльăх апачĕ те çителĕклĕ. Утă, сенаж, фуражлăх тырă, улăм хĕл каçмалăх ытлашшипех пур.

А.Гаврилов, Ю.Георгиев механизаторсем суха ĕçĕсене вĕçленĕ.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă "Пысăк çитĕнỹ тума пысăк тĕллевсем кирлĕ" Çырăва эпир, ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем, ырласа йышăнатпăр. Агропромышленноç комплексне патшалăх пулăшăвĕ пуласса шанса тăратпăр.

Н. МИХАЙЛОВ,
"Вознесенское" хуçалăх пуçлăхĕ.


03 ноября 2005
00:00
Поделиться