Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Каялла кайма çул хупă

Каялла кайма çул хупă

çапла шутлать "Арабоси" агрофирма пуçлăхĕ Г.Тимофеев хуçалăхри ĕçсем пирки сăмах пуçарсан. Çирĕп кăмăллă та анлă тĕллевлĕ руководитель каялла çул çуккине ĕçĕпе çирĕплетнĕ. 2005 çулта çуркунне çĕр улми лартнă вăхăтра выльăх-чĕрлĕх ферминче ятарласа сĕт сумалли уйрăм çурт хăпартма тытăннă кунта. Халĕ акă, хатĕр вăл. Юнашар витене çĕнетсе реконструкциленĕ. 300 ĕнене паян тесен паян унта кĕртсе яр. Халĕ ку витере юсавăн юлашки ĕçĕсем пыраççĕ. Пĕр харăс 20 ĕне сума пулать. Сунă сĕте сивĕтмелли - холодильник. Выльăхсене апат памалли агрегат та çĕнни. Ку çуртра тĕрлĕ-тĕрлĕ пỹлĕмсем - пурте фермăра ĕçлекенсем валли. Хам куçпа курман пулсан пирĕн тăрăхра та çакăн пек ферма пур тесе ĕненмĕттĕм. Анчах та чăнниех, пĕрре те ỹстерсе çырмастăп. Кун пекки районта мар, республикăра та пĕрремĕш тет иккен. Çакна мал ĕмĕтлĕ руководитель ют çĕр шывсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене курса çỹренĕ хыççăн хăйсен хуçалăхĕнче хута яма тĕв тунă иккен. Ĕçлекене патшалăхĕ те пулăшать. Лизинг майĕпе тĕрлĕ техника туяннă кунта. Тăкакĕ пысăк пулин те саплаштараççĕ Арапуçсем. Руководитель малашлăха ăнтăлнине кунта ĕçлекен работниксем те ăнланаççĕ, мĕн пур вăйран ăна пулăшма тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хăйсен хуçалăхĕнчи çĕр çинче тĕш-тырă, выльăх апачĕ туса илнисĕр пуçне Чупай çĕрĕ çинче те вăй хураççĕ. Вĕсен 1320 гектар çĕрне сухаласа акнă, 350 гектарĕ çинче кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Унсăр пуçне Кĕтеснерсемпе Урнарсене те тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама пулăшнă. Пĕтĕмĕшле шута илсен Арапуçсем паянхи куна хăйсем тăрăшнипе 2 миллион ытла тупăш илме пултарнă. Сыснасен йышне 3000, сăвакан ĕнесене 800 пуçа çитерме палăртаççĕ. Тĕллевсем пысăк, тавракурăмĕ анлă вĕсен.

А. НИКОЛАЕВА.



03 ноября 2005
00:00
Поделиться