Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем народного единства

Хаклă та хисеплĕ янташăмăрсем, район çыннисем!

Вăрмар район администрацийĕ сире уявпа - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе ăшшăн саламлать.

Истори пирĕн çак уяв пĕлтерĕшне туллин туйма май пачĕ. Чылай ĕмĕр тăршшĕнче нумай-нумай вăрçăсем, шалти, нацисем хушшинчи хирĕçусем Раççей çыннисене йывăрлăха кĕртсе ỹкернĕ. Апла пулин те пирĕн халăх хаярланман, çынсене пĕрлештерекен тата тивĕçтерекен чи лайăх енсене асăрхануллăн йышăнса юлнă.

Хальхи условисенче те пирĕн халăхăн чи лайăх йăли-йĕркипе енĕсем упранса юласса, аталанасса шанатпăр. Çĕнелнĕ Раççейре йăнăш политика, нацисем хушшинче ăнланмалăх тата тĕн хирĕçĕвĕсем пулмĕç, пĕрлĕх, пĕрлешỹ принципĕсем общество çирĕплĕхĕн никĕсĕ, пĕр-пĕрне хисеплени тата килĕштерни вара кашнин пурнăçĕн виçи пулса тăрĕç.

Малашлăхра пурне те çирĕп сывлăх, харпăр хăй вăйне шанса тăма, ытлăх-çитлĕх, тăнăç пурнăç, телей, ăнăçу сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ -
Вăрмар район администрацийĕн
пуçлăхĕ                                           В.Н. Кириллов


03 ноября 2005
00:00
Поделиться