Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районăн - çĕнĕ пуçлăх

о Инаугураци

Районăн - çĕнĕ пуçлăх

В.Кириллов район пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа район администрацийĕн ларусен залĕнче ирттернĕ инаугурацие ЧР Президент Администрацийĕн представителĕ, ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Быченков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри тĕрлĕрен ведомствăсен представителĕсем, район Пухăвĕн 4-мĕш суйлаври депутачĕсем, райадминистрацин управленийĕсемпе пайĕсен руководителĕсем, поселок тата ял администрацийĕсен, хула тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем, республикăри тата районти массăллă информаци хатĕрĕсен, обществăлла организацисен представителĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Савăнăçлă пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем янăраççĕ. Пурте ура çине тăраççĕ.

Унтан Вăрмар район территори суйлав комиссийĕн председательне Л.Кузьминана сăмах параççĕ.

Любовь Николаевна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕн итогĕсемпе паллаштарать. Суйлавра В.Кириллов çĕнтерни, ăна 5 çуллăха район пуçлăхне суйлани çинчен пĕлтерсе Вячеслав Николаевича удостоверени парать. Пурте алă çупаççĕ, район пуçлăхне чĕрĕ чечексем парнелеççĕ.

В.Кириллов сăмах илет. Хăйне район пуçлăхне суйланăшăн суйлавçăсене тав тăвать.

- Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Конституцийĕсене, Вăрмар район Уставне пурнăçласа пыма, суйлав умĕнхи хамăн программăна пурнăçа кĕртессишĕн, район администрацийĕн, унăн çыннисемшĕн, умри тĕллевсене халăхпа пĕрле пурнăçа кĕртессишĕн мĕн пур пĕлĕве, ăсталăха пама тупа тăватăп, - терĕ Вячеслав Николаевич.

ЧР Президент Администрацийĕн представителĕ, ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Быченков В.Кириллова çак пысăк должноçа суйланнă ятпа саламланă май, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн саламне вуласа парать.

Савăнăçлă уява хутшăннă ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕсен председателĕсем Г.Васильевпа С.Шадрин, секретариат руководителĕ В.Алексеев, РФ Аслă Сучĕн Чăваш Республикинчи суд Департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, "Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Нямин, РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ В.Мадянов, "Урмарыгазтепломонтаж" тулли мар яваплă обществăн директорĕ Ю.Соколов, хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ Г.Петрова, район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н.Васильева, "Хресчен сасси" хаçат директорĕ - тĕп редакторĕ С.Павлов район пуçлăхне ăшшăн саламларĕç, ĕçре ăнăçу сунчĕç, Михаил Архистратиг чиркỹ настоятелĕ Владимир атте пил пачĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



03 ноября 2005
00:00
Поделиться