Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Суворов медальне тивĕçнĕ

о Паттăрлăх

Суворов медальне тивĕçнĕ

Эпир мĕн ачаранах паттăрсем çинчен кĕнекесем вулама юрататпăр. Паттăр пулас тесен мĕн тумалла? Акă, илер-ха Алексей Яруков çамрăка. Вăл 1980 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче çуралнă. Амăшĕ - Антонина Георгиевна нумай çул Шупашкарта заводра ĕçлет, ашшĕ - Вениамин Петрович - строитель.

Шăп та лăп çакăн пек çемьере чăмăртаннă та Алешăн çынлăхĕ.

8 класс таран Шупашкарти 6 номерлĕ вăтам шкулта ăс пухнă. 9 класран пуçласа вара унăн ялта вĕренес кăмăл çуралнă. Кукамăшне хытă юратнăран, ял илемĕ илĕртнĕрен, вăл Кĕлкеш ялне пурăнма килнĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Уйрăмах истори, географи, право предмечĕсене кăмăлланă, спортпа туслă пулнă.

1997 çулта Кĕлкешри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, унтан водитель правине алла илнĕ. Кĕçех салтака кайма вăхăт çитнĕ...

- Чăн малтанах пире Ковров хулине илсе çитерчĕç, унта эпир 5 кун тăтăмăр, - аса илет Алексей. - Тепĕр 6 уйăх вара пире Владимир хулинче вĕрентрĕç, унтах 1998 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче присяга тытрăмăр. Çак кун вара эпĕ хама çав тери хăватланнăн туйрăм - ара, эпĕ чăн-чăн салтак текех!

Тепĕр 3 уйăх ытла вара Воронеж облаçĕнчи Богучар хулинче иртнĕ. Часах вĕсене Çурçĕр Кавказа яма шутлаççĕ, Тамбовра 1 уйăх вĕрентсе хатĕрлеççĕ.

1999 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 2000 çулхи апрель уйăхĕччен çав тăрăхра хĕсметре тăма тивнĕ чăваш каччин. Малтанах вăл танк батальонĕнче механик-водитель, унтан комендант взводĕнче пулнă, террористсене хирĕç кĕрешес операцисене активлă хутшăннă. Нумай хутчен эвакуаци групписемпе "вĕри" точкăсене çар заданийĕсемпе тухса кайнă, чи малти ретре пулса танксене çул уçса пынă.

- 2000 çулхи январь уйăхĕнче Ханкаларан "Çурçĕр" аэропортне бригадăпа кайнă чухне Алексей Яруков тĕлĕнмелле паттăрлăхпа палăрнă. Ун çинчен çар командованийĕн пĕр документĕнче çапла çырнă: "Часах бригадăна боевиксем хупăрласа илнĕ. Асар-писер перкелешỹ пынă. Пысăк колонна пĕтес хăрушлăх тухса тăнă. Кăвар чĕреллĕ, яланах сыхă чăваш каччи, çухалса кайман. Колонна вырăна тĕрĕс-тĕкелех çитнинче унăн тỹпи пысăк".

Тепĕр тĕслĕх. Алеша караулта тăнă чухне боевиксен ушкăнне вăхăтра асăрхаса чаçе çăлса хăварнă, тăшмансене Аргун çывăхне пыма паман, вĕçĕмсĕр персе вăрă-хурахсене çывăха яман.

Паттăрлăхшăн çамрăк чăваш каччи Алексей Яруков 2000 çулхи майăн 6-мĕшĕнчи РФ Президенчĕн Указĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ.

Акă, умра Алешăн амăшĕпе ашшĕ патне çар чаçĕн командирĕ С.Грибенченко подполковник янă Тав хучĕ. Çапла йĕркесем пур унта:

"...Сирĕн ывăлăр салтак тивĕçĕсене таса чунпа туса пырать. Çурçĕр Кавказ регионĕнчи çарсен пĕрлештернĕ группировкинче пулнă май, хăйĕн пуçарулăхне, тăрăшулăхне, тавçăрулăхне, йĕркелĕхне тивĕçлипе кăтартать, пур салтакшăн та ырă тĕслĕх пулса тăрать. Террористсене хирĕç çапăçакан операцисенче хутшăннăшăн чылай хутчен командованирен тав сăмахĕсем илме тивĕç пулнă".

Мухтанатпăр эпир Алешăпа. Сăмах май каласан, ялти юратнă хĕрĕ Таня (Кĕлкеш) кĕтни те Алешăна вăй-хал, хăват парса пынă, тем пек йывăр вăхăтра та. Тĕлĕнмелле илемлĕ мăшăр, тĕлĕнмелле таса юрату! Октябрь уйăхĕнче вĕсен туй кĕрлерĕ.

С. КОРНИЛОВА,
Кĕлкешри вăтам шкул
директорĕн заместителĕ.



03 ноября 2005
00:00
Поделиться