Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тупăшпа вĕçлетпĕр

о Аталану

Тупăшпа вĕçлетпĕр

Паянхи рынок условийĕсенче ял хуçалăх отраслĕсене ĕçлеме пĕрре те çăмăл мар. Минераллă удобренисем, сапас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе техника хакĕсем вĕçĕмсĕр ỹсеççĕ. Çакăн пек условисенче, кăткăс лару-тăрура хуçалăх тилхепине çирĕп тытса пыма пултаруллă, çивĕч ăслă пуçлăх кирлĕ. Вĕсенчен пĕри - "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.ПЕТРОВ. Пирĕн корреспондент З.ПАВЛОВА Николай Петровичран фабрика ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлнĕ.

- Николай Петрович, эсир "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикине 1988 çултанпа ертсе пыратăр. Мĕн хавхалантарать, пулăшать сире рынок тапхăрĕнче ăнăçлă ĕçлеме?

- Ĕçе чунтан парăнса вăй хуни. Аграри секторĕ районăн экономика пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Кăçал эпир начар мар тыр-пул çитĕнтертĕмĕр. Гектартан 31,2 центнер туса илме пултартăмăр. Пурĕ 3 пин те 212 тонна - тырă, утă - 300, силос - 250, сенаж - 750, курăк çăнăхĕ 231 тонна хатĕрленĕ.

Кăçал механизаторсем уйрăмах пысăк хастарлăхпа ĕçлерĕç. Çурхи, кĕрхи ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа ирттерчĕç. Вĕсене пурне те фабрикăра ирттернĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче Хисеп грамотисемпе чысларăмăр.

- Выльăх-чĕрлĕхпе пĕрлех кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе те лайăх ĕçлесе пыратăр. Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

- Пурте пĕрле пĕр шухăшлă пулса ĕçленинче. Çавна май кăçал 9 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă. Пурĕ 2118 пин штук çăмарта илнĕ. Вĕсенчен чăх çăмартисем - 1983, хур - 105, кăркка çăмартисем 30 пин штук. Унсăр пуçне 2 пин те 6 центнер аш-какай, çав шутран: чăх какайĕ - 1958 центнер. Пĕр чăхран - 115, хуртан - 25, кăрккаран - 39 çăмарта илнĕ. 1 миллион та 398 пин ăратлă чăхсен çăмартисене сутнă. Вĕсене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен туянма чылаййăн килеççĕ.

"Сĕт - ĕне чĕлхи çинче", - тетпĕр. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх валли паха апат хатĕрлессипе те фабрика ĕçченĕсем çанă тавăрса вăй хучĕç. Çуллахи вăхăтра кĕтỹ кĕтнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ пурĕ 132 пуç. Кашни ĕнерен вăтамран 2 пин те 230 килограмм сĕт сунă. Пирĕн кайăк-кĕшĕк фабрикинче чăхсем - 88,1, хурсем - 8,4, кăрккасем - 3,4, кăвакалсем 3,1 пин пуç.

- Юлашки вăхăтра хаçатсем, радио, телевидени кайăк-кĕшĕк грипĕ çинчен сахал мар хыпарлаççĕ. Ку енĕпе эсир мĕнле мерăсем йышăнатăр?

- Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк валли çак чир ересрен эмелсем çителĕклĕ туяннă. Кунти ĕçченсене вакцинаци тăватпăр.

- Николай Петрович, кăçалхи 9 уйăха мĕнле кăтартусемпе вĕçлерĕр?

- Çак тапхăрта пурĕ 39555 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. 26243 пин тенкĕ тупăш кĕнĕ. Пирĕн фабрикăра вăй хураканăн ĕç укçи вăтамран 3 пин те 341 тенкĕпе танлашать.

- Пурлăхпа техника базине вăйлатса пыратăр-и?

- Машинăпа трактор паркне çĕнетессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Пурĕ 1 миллион та 935 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Çĕнĕ УАЗ автомашина, ДОН-1500-2 комбайн, тырă алламалли СПУ-6 агрегат туяннă. 1000 тонна тырă хумалăх тырă склачĕ тунă. Чăх-чĕп фермисене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Малашлăх тĕллевĕсем пысăк. Пĕрле кар тăрса ĕçлесен кăна ăнăçусем пулĕç.



03 ноября 2005
00:00
Поделиться