Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Ачасем - пирĕн пуласлăх"

"Ачасем - пирĕн пуласлăх", -

тесе калама хăнăхнă эпир пурте. Çуратнă ачана кирлĕ пек пăхса çитĕнтересси, ăна тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратасси - ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш тивĕçĕ пулса тăрать. Хăйсен тĕп тивĕçне пурнăçламан е пурнăçлас темен ашшĕ-амăшĕсене пуçран шăлса ачашламаççĕ, ачасене саккун хỹтĕлет. Тĕрĕссипе, вĕсен хăйсен тĕпренчĕкĕсене ырă тĕслĕхпе хавхалантарса малашлăхăн пурнăç çулĕ çине кăлармалла пек. Анчах çук! Пурнăçри тумхахсемпе йывăрлăхсене çĕнтерсе пырайманнисем аллисене лăш янипех ачасене ирĕке яраççĕ. Сиенлĕ йăласене те ачасем хăйсемех хăнăхаççĕ, ĕçкĕ-сăрана та кăмăллама тытăнаççĕ.

Район территорийĕнче хальхи вăхăтра çул çитмен 8400 ача пурăнать. Вĕсене право йĕркине пăсассинчен сыхлас, ку енĕпе профилактика ĕçĕсем туса ирттерес, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, физкультурăпа спорт занятийĕсене анлăрах явăçтарас тĕллевпе районти яваплă органсем сахал мар тăрăшаççĕ. Çапах та çул çитменнисем хушшинче право йĕркине тата патшалăх саккунĕсене пăсакансем çук мар. Хальхи вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕнче учетра çул çитмен 63 ача тăрать, иртнĕ çул çак тапхăрта 51 çамрăк пулнă. Шел пулин те, 9 уйăх хушшинче çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвасси чакман. Çак тапхăрта вĕсем 32 преступлени тунă. Унта çул çитмен 14 ача хутшăннă, вĕсенчен пĕри - учетра тăракан. Преступлени çулĕ çине тĕртекенни вăл - çамрăксем эрех-сăрапа ашкăнни. Çавна пулах ĕнтĕ ачасем шкулта уроксене те сиктереççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен яваплăх çукки те çивĕч палăрать. Çавăнпа та хăйсен ачисен пурнăçĕпе интересленме пăрахнă ашшĕ-амăшĕсемпе профилактикăлла ĕçсем тусса ирттересси те пирĕн тивĕç.

Тỹнтерле ĕçсене хутшăнасран çамрăк ăрăва асăрхаттарса кашни ачапа уйрăмшаррăн ĕçлесси, шкулта право пĕлĕвĕсене вĕрентесси - пирĕн пĕрлехи тĕп тивĕç пулса тăрать. Çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвассинчен асăрхаттарассине ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе вĕсен вĕрентекенĕсемпе каçхи рейдсене, йывăр лару-тăруллă çемьесене тухса çỹрени те пулăшать. Ăнăçсăр çемьесен шучĕ районта ỹссе пыни куç кĕрет. Унти ачасене шкул-интернатсене, социаллă реабилитаци центрĕсене, ятарлă вĕрентỹ заведенийĕсене яратпăр. Кăçалхи 9 уйăхра çул çитмен 24 ачана Арапуç ялĕнчи реабилитаци центрне ăсатнă.

Право йĕркине пăсакан ачасене тупса палăртассипе рейдсем, тĕрлĕ операцисем те ирттеретпĕр.

Райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе, ытти яваплă органсемпе ĕçлени пысăк хăрушлăха кĕрсе ỹкнĕ ачасене тĕрĕс çул тупма пулăшать.

С. МИХАЙЛОВА,
ШĔПĕн çул çитмен
ачасемпе ĕçлекен
инспекторĕ.



09 ноября 2005
00:00
Поделиться