Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăхĕ пур

Малашлăхĕ пур

"Ỹкĕнместĕп ялта пурăннишĕн,
 Намăс мар калама ял ятне..."

Кивĕ Вăрмар ялне темиçе çĕр çул каялла пуçарса яракансем мал курăмлă çынсемех пулнă. Тутар-монголсен вăхăтĕнчи хура тапхăрта вĕсем пĕтĕм енчен вăрман хуплакан Çут çырми хĕрринче вырнаçса хăйсен йăх-несĕлне малалла тăсма пултарнă. Каярах, пасарлă Кавал ялĕ çумĕнче вырнаçнăран, ял экономики аталансах пынă. Ял общинин çĕрĕ çинче Вăрмар станцийĕ ỹссе ларни те малалла ăнтăлма майсем туса панă. II Патшалăх Думин депутачĕ А.Федоров, районти пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков та пирĕн ялтанах тухнă. Хамăр тăрăхра коопераци юхăмне те Кивĕ Вăрмар ялĕнче пуçарса янă.

Паянхи куна ялта 603 хуçалăх, çав шутра дачниксен - 67. Пĕтĕмпе 1601 çын пурăнать. Вăйпитти çынсенчен 240-шĕ кайăк-кĕшĕк фабрикинче вăй хурать, ыттисем тĕрлĕ çĕрте: район центрĕнче, Канашра, Шупашкарта, Хусанта ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Тутар Республикине, Мускава, Çурçĕре вахта мелĕпе ĕçлеме каяççĕ.

Ялта пурĕ 8 кас. Кашни кас хăйĕн çыннисемпе, тавра курăмĕпе уйрăлса тăрать. Кил-хуçалăхĕнче сăвакан ĕне 400 ытла тытаççĕ. Тĕрлĕрен автотранспорт шучĕ çĕртен те иртет.

1994 çулта яла газ кĕртнĕ хыççăн çĕнĕ урамсем çуралчĕç: Çамрăксен, Малашлăх, Сад-пахча, Çутă урамсем. Халĕ тепĕр 57 çемье çуртсем туса пĕтерсе уйрăлса тухма хатĕрленет.

Ялта пĕр вăтам шкул. Кунта 22 вĕрентекен ĕçлет. Шкула ылтăн, кĕмĕл медальсемпе вĕренсе пĕтересси Кивĕ Вăрмар çамрăкĕсем хушшинче йăлана кĕчĕ. Культура çурчĕ, библиотека, медицина пункчĕ, ача сачĕ пур. Райпон - 3, кайăк-кĕшĕк фабрикин 2 лавккасем ĕçлеççĕ, çавăн пекех уйрăм çынсем киоск-лавккасем, каçхи бар тытаççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышĕ ỹсет. Çамрăксем ытларах футболла выляма, лаша чуптарма, кĕрешме юратаççĕ. Кăмăл-сипет енчен те чухăн мар Киввăрмарсем, çакна кăçал ялта уçнă Михаил Архистратиг чиркĕвĕ те çирĕплетсе парать. Çирĕппĕнех калама пулать: ялăн малашлăхĕ пур.

Г. ЭВЕРСКОВ,
Кивĕ Вăрмар
ял администрацийĕн
пуçлăхĕ.



09 ноября 2005
00:00
Поделиться