Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пакунлă çынсем - йĕрке хуралĕнче

о Ноябрĕн 10-мĕшĕ - Милици кунĕ

Пакунлă çынсем - йĕрке хуралĕнче

Кашни çулах ноябрĕн 10-мĕшĕнче милици ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансен хăрушсăрлăхĕшĕн, вĕсен сыхлăхĕшĕн, пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн, обществăлла йĕркелĕхшĕн тăрăшасси - вĕсен тивĕçĕ.

Право йĕркине, саккунсене пăхăнса тăнине тĕрĕслесе тăрасси те шалти ĕçсен органĕсене пырса тивет. Темĕнле йывăр лару-тăрура та милици ĕçченĕсем хăйсене лăпкă та çирĕп тытма тăрăшаççĕ. Вĕсем оперативлă ĕçленипе, тỹрĕ кăмăллă, çирĕп дисциплинăллă, компетентлă пулнипе, хăйсен ĕçне парăнса тăнипе преступленисене уçса палăртасси çултан çул ỹссе пырать. Апла пулсан, пакунлă çынсен тивĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕ право йĕркине сыхлакан ытти органсемпе пĕрле район территорийĕнче право йĕркине сыхлассипе тата общественность хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, граждансене вăрă-хурахла тапăнасран çивĕч тимлет. Çавăн пекех пĕтĕм тĕнче терроризмпа кĕрешнĕ вăхăтра халăх сыхлăхĕшĕн тăрăшса тĕрлĕ енлĕ профилактикăлла мероприятисем ирттерет.

Çĕр-шывĕпех сарăлнă криминалсене хирĕç кĕрешес тĕллевпе шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсене туллин явăçтарнă пулин те, преступленисен шучĕ чакмасть. Кăçалхи вунă уйăхра 349 преступлени тунине регистрациленĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта 244 пулнă. Преступленисене уçса парасси 77,7Џ танлашать.

Эрех-сăрапа ашкăнасси те пурнăç йăлине кĕрсе пырать. Ăçта ĕçкĕ-çикĕ - унта преступлени. Ỹсĕрле тунă преступленисем сахал мар. Çак сăлтавпах çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвасси çултан-çул ỹссе пырать. Çамрăк ăру преступлени çине тăни общественность вĕсемпе сахал ĕçленине, профилактикăлла мероприятисем çителĕксĕр ирттернине палăртать.

Çапла, район территорийĕнче криминаллă лару-тăру çăмăлланса пыманни куç кĕрет. Преступленисенчен ытларахăшĕ - ют пурлăха куç хывни, вăрлани, çаратни. Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем преступленисене уçса палăртас тĕллевпе террора хирĕç кĕрешсе "Вихрь-Антитеррор", наркотиксене хирĕç "Мак - 2005", çул çитмен ачасем право йĕркисене пăсасран "Рынок" операцисемпе рейдсем, "Милици тата ачасем", "Асăрхавсăр ача" акцисене ирттернĕ.

Районти шалти ĕçсен пайне килекен заявленисемпе ĕçлесси те лайăхланса пырать. Обществăлла йĕркелĕхшĕн тăрăшасси, халăх хăрушсăрлăхне тивĕçтересси - пирĕн тĕп тивĕç.

Шалти ĕçсен органĕсенче хăйне хăй хĕрхенмен, харсăр, паттăр, çирĕп дисциплинăллă, хăюллă, хăрушлăхран хăраман, тỹрĕ кăмăллă çынсем кăна хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама пултараççĕ. Сотрудниксенчен 28-шĕ аслă пĕлỹ илнĕ, юридици пĕлĕвĕ илнĕ аслă пĕлỹллĕ - 14, ятарлă вăтам пĕлỹллĕ - 17, ятарлă юридици пĕлĕвне илнĕ 11 сотрудник вăй хурать. Хăйсен пĕлĕвне татах та анлăлатассишĕн тăрăшакансем - 12, вĕсенчен 10-шĕ Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин вĕрентỹ заведенийĕсенче ăс пухаççĕ.

Халăх хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче тăрăшакансен ĕçĕ пархатарлă та сумлă. Раççей Федерацийĕн тĕп саккунĕнче - Конституцире палăртнă кашни çыннăн прависемпе ирĕклĕхĕшĕн, тивĕçлĕхĕшĕн хăйсен профессионализмĕпе хăюлăхне параççĕ. Хамăр профессиллĕ уява ĕçри кăтартусене лайăхлатнипе кĕтсе илме тăрăшрăмăр.

И. КОНСТАНТИНОВ,
районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.


09 ноября 2005
00:00
Поделиться