Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Иртнĕ эрнере, ноябрĕн 3-мĕшĕнче, райадминистрацин ларусен залĕнче кăçал çĕнĕрен суйланнă район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Район Пухăвĕн ĕçне поселок администрацийĕсен, хăш-пĕр предприятисемпе организацисен, райадминистрацин пайĕсен пуçлăхĕсем тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Моисеев хутшăнчĕç.

Çирĕпленнĕ йĕркене пăхăнса пĕрремĕш ларăва ыттисенчен çулпа аслăрах, Пысăк Енккасси суйлав округĕпе суйланнă депутат Л.Яковлева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Людмила Николаевна суйлавра çĕнтернĕ район пуçлăхне, депутачĕсене саламларĕ, кун йĕркинчи палăртнă ыйтусемпе паллаштарчĕ, "пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелли" çинчен каларĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Вăрмар территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Кузьмина тухса калаçрĕ. Любовь Николаевна тĕрлĕ шайри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, суйлав вăхăтĕнчи çитменлĕхсемпе йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. "Тĕрлĕ йăнăшсемпе кăлтăксене пула Кĕлкешри пĕр мандатлă 5, 6, 7, 8 номерлĕ округсенче ял депутачĕсене çитес вăхăтра çĕнĕрен суйламалла," - терĕ вăл. Унтан Л.Кузьмина район Пухăвĕн депутачĕсене суйланни çинчен пĕлтерсе удостоверенисем пачĕ, вĕсене саламласа ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева район депутачĕсен Пухăвĕн регламенчĕ пирки ăнлантарса пачĕ. Депутатсем хăйсен ларăвне кварталта пĕрре пуçтарăнсан çителĕклĕ терĕç.

Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пирки сăмах хускатсан трибуна умне район пуçлăхĕ В.Кириллов тухрĕ. Вăл пирĕн район ытларах аграри енĕпе палăрни, ял хуçалăхĕнче татса паман ыйтусем питĕ нумаййи, çак йывăрлăхсене çĕнтерсен çеç район малалла аталанасси çинчен каларĕ. Район пуçлăхĕ хыççăн В.Иванов депутат (Вăрмар 2-мĕш округ) сăмах илчĕ: "Суйланнă депутатсем хушшинче эпĕ Геннадий Петрович Тимофеева çак вырăнта курасшăн. Унăн ĕçĕ курăмлă, малалла аталанса пыракан хуçалăх пуçлăхĕ," - терĕ Валерий Александрович. В.Ульянов депутат (Тикаш округĕ) вара район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ вырăнĕнче В.Нестерова курасшăн. В.Нестеров хăйĕн кандидатурине каялла илчĕ. Çапла вара депутатсем хушшинче сасăлав ирттерсе Г.Тимофеева (Арапуç округĕ) Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма суйларĕç.

Депутатсем умĕнче райадминистрацин финанспа юридици пайĕсен начальникĕсем О.Васильевпа Н.Павлов, çĕр ресурсĕсемпе усă курас, çут çанталăка сыхлас енĕпе, муниципаллă пурлăхпа ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Муллин тухса калаçрĕç. Ларура çĕкленĕ çивĕч ыйтусене сỹтсе явма Ю.Данилов депутат (Кĕлкеш округĕ), В.Нестеров (Вăрмарти I-мĕш округ), И.Иванов (Энĕшпуç округĕ), В.Иванов (Вăрмарти II-мĕш округ), В.Петров (Вăрмарти IV-мĕш округ), В.Ульянов (Тикаш округĕ) активлă хутшăнчĕç.

Çавăн пекех депутатсене 2006 çулхи январьтен вырăнти хăй тытăмлăха 131-мĕш Раççей саккунĕпе килĕшỹллĕн реформăласси, ăна пурнăçа кĕртме пĕтĕмпех хатĕр пулмалли, çавна май район администрацийĕн тытăмне улăштарасси çинчен район пуçлăхĕ В.Кириллов ăнлантарса пачĕ.

Сỹтсе явнă ыйтусене тĕпе хурса пуху тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕ.

П. АЛЕКСЕЕВ.



09 ноября 2005
00:00
Поделиться