Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района со Всемирным днем молодежи

Хисеплĕ яшсемпе хĕрсем, çамрăк çыннăмăрсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире пурне те уявпа - Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунĕ ячĕпе чунтан-чĕререн хĕрỹллĕн саламлать.

Эсир пирĕн пуласлăх, тĕреклĕх. Сирĕнте малашнехи пурнăçăн çăлкуçĕ. Эпир çитĕннисем, сирĕн умăрта пуриншĕн те яваплă. Хальхи нумай енлĕ те кăткăс пурнăçра пирĕн çамрăк ăрăва аталантармашкăн, пĕлỹ илмешкĕн лайăх условисем туса памалла, çамрăксене хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупма пулăшмалла.

Эсир çак кăткăс вăхăтра та пуç усманни, пуласлăхалла шанса, ĕненсе тинкерни курăнать. Çапла май эсир ỹлĕмрен те ырă кăмăллă та маттур, патвар та хастар пуласса шанатпăр.

Малашлăхра сире, çамрăк тусăмсем, çирĕп сывлăх, икселми чун ăшши, тулăх пурнăç, ăнăçу, хаваслăх сунатпăр. Сирĕн пур ырă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр, тăвансем тата çывăх çынсем юрату тата тимлĕх парнелеччĕр.

Вăрмар район пуçлăхĕ -
Вăрмар район администрацийĕн
пуçлăхĕ                                           В.Н. Кириллов



10 ноября 2005
00:00
Поделиться