Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксене - çар ретне

о Патриотизмла воспитании

Çамрăксене - çар ретне

Ах, каятпăр, инçе çула ах каятпăр.
Салтак шинель ай тăхăнма.
 
                            (Халăх юрринчен).

Халăх пĕрлĕхĕн, Хусанти Турамăш турăшĕн уявне халалласа, çамрăксене патриотизмла воспитани парас, вĕсенче гражданла туйăмсем чĕртес, Тăван çĕр-шыва юратма, ăна хỹтĕлеме вĕрентес тĕллевпе районти Культурăпа кану центрĕнче "Призывник кунĕ" иртнĕ. Ăна район администрацийĕпе районти çар ĕç комиссариачĕ йĕркеленĕ.

Чаплă уява район администрацийĕн физкультурăпа спорт, çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн специалисчĕ И.Степанова, районти Культурăпа кану центрĕн художествăлла руководителĕ И.Антонова ертсе пычĕç.

Чи малтанах призывниксене Халăх пĕрлĕхĕн, Хусанти Турамăш турăшĕн уявĕпе Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов саламларĕ, призывниксене халалласа сăмах каларĕ.

"Пирĕн районти пĕтĕм халăхран 6 пинĕ çамрăк шутланать. Кашни çулах кĕрхи тата çурхи призывсенче Вăрмар яш-кĕрĕмĕ Раççей çарĕн ретне тăрать. Эсир малашне те аслă ăрăвăн çарăн ырă йăли-йĕркисене ỹстерсе, присягăна çирĕп тытса пырасса, çар наукине вĕренессе шанатăп. Анлă тавракурăмлă, хăвăр ĕçе чунтан парăннă çын пулăр. Вăрмарсем ĕçчен те яваплă çынсем пулнипе мухтанатпăр. Ентешсем хăйсен çар тивĕçĕсене яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Ку хутĕнче те призывниксем çак ырă йăла-йĕркесене тивĕçлипе пурнăçласса эпир шанатпăр", - терĕ Вячеслав Николаевич хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Районти çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков, районти вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.Соколов, райадминистрацин физкультурăпа спорт, çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ Л.Уливанов, Чупай ял администрацийĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова, Энĕшпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ О.Иванов, Шупашкарти "Такуан" клуб пуçлăхĕ Д.Даниленко призывниксене саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.

Район тата ял администрацийĕсен ячĕпе призывниксене асăнмалăх парнесем, РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе саламланă çырăвне вуласа пачĕç.

Вăрмар поселокĕнчи Василий Александров призывник сăмах тухса каларĕ. Вăл асаттесемпе аттесем хỹтĕленĕ Тăван çĕр-шыва паттăррăн сыхлама, присягăна çирĕп тытса пырасса шантарчĕ.

Çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне вăхăтсăр уйрăлнă ентешсене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ. Унтан призывниксем воин-интернационалистсен монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хучĕç.

Чаплă уяв савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ. Районти "Алекс" çарпа патриотизм клубĕн членĕсем, К.Яковлев, А.Александрова, О.Васильева тата ыттисем те юрăсем парнелерĕç. Çавăн пекех Шупашкарти "Такуан" клуб спортсменĕсем кĕрешỹ мелĕсене кăтартрĕç.

З. ПАВЛОВА.



12 ноября 2005
00:00
Поделиться