Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Авалхине манмасăр - пуласлăхшăн

о Уяв

Авалхине манмасăр - пуласлăхшăн

Ноябрĕн 4-мĕш кунне пĕтĕм наци уявĕн статусне пани историри пулăмпа çыхăннă. Çак кун, 1612 çулта Минин старостăпа Пожарский кнеç ертсе пыракан халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен ирĕке кăларнă. Çак çарта халăх тĕрлĕ тĕне ĕненнĕ, çапах та пурте пĕр шухăшлă, пĕрлĕхлĕ пулса тăшмана çĕнтерме пултарнă. Раççее çăлса хăварнă тапхăрта халăх нумай терт-асап курнă. Вĕсене йывăрлăха çĕнтерме тăван çĕр-шыва юратни, Турра ĕненни, пĕр-пĕрне хисеплени пысăк вăй парса тăнă. Çак йывăр вăхăтра Хусанти Турамăш турăшĕ ополчение ертсе пынă Пожарский кнеç аллинче пулнă. Турра ĕненекен халăх тăшмана тĕп хуларан хăваласа яма пултарнине çак Турăша вăл чунтан кĕл тунипе çыхăнтарнă. Çав çултан пирĕн халăх Казански Турамăш турăшĕн уявĕ тесе паллă тума йышăннă. Ăна çулталăкне икĕ хутчен паллă тăваççĕ: июлĕн 21-мĕшĕнче, ноябрĕн 4-мĕшĕнче. Çак праçник ячĕпе тата Халăх Пĕрлĕхĕн кунĕпе районти Михаил Архистратиг чиркĕвне çỹрекенсем поселокăн тĕп урамĕнче хĕреспе çул çỹревре (крестный ход) пулчĕç. Поселок çыннисемшĕн ку çĕнĕлĕх пулмарĕ пулин те, халăх кăмăллă пулчĕ. Çак уяв халăх иртнĕ ырă йăласем патне таврăннине, пулас пурнăçшăн пĕр чăмăра чăмăртаннине кăтартса пачĕ.

ВЛАДИМИР атте.



12 ноября 2005
00:00
Поделиться