Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чукун çул урлă - кĕпер

о Актуаллă

Чукун çул урлă - кĕпер

Район халăхне Вăрмар станцийĕнче чукун çул урлă кĕпер хывасси тахçантанпах интереслентерет. Çак ыйтăва тинех татса пама тытăнчĕç. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ тата калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама пуçăнас енĕпе ирттернĕ канашлăва ЧР хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министр заместителĕ А.Лепилин, генеральнăй подрядчик - "Чувашавтодор" патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ В.Осипов, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев тата ыттисем хутшăннă.

- Раççей Федерацийĕ чукун çул урлă кĕпер тума пирĕн района кăçал 130 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă. Çулталăк вĕçлениччен ку укçапа пĕтĕмпех усă курмалла. Генеральнăй подрядчикĕ - "Чăвашавтодор" предприяти. Кĕпер тума темиçе строительство организацийĕ хутшăнать. Вахта меслечĕпе ĕçлемелле пулать. Çак кунсенче Шупашкартан "Старко" фирма строителĕсем те килсе çитрĕç. Канашсем те ĕçе пуçăннă, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Георгиевич кĕпер тăвас пирки калаçу пуçарнă май.

Çул-йĕрĕн районти юсавпа строительство управленийĕн пуçлăхĕ А.Павлов çак пысăк пĕлтерĕшлĕ строительство пирки çапла хуравларĕ: "Ку çула тума эпир пуçăнтăмăр та ĕнтĕ. Чукун çул хĕрринче ỹсекен йывăçсене касса, çĕр ĕçне тытăнтăмăр".

А. ХОВАНСКИЙ.



12 ноября 2005
00:00
Поделиться