Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял ĕçченĕсен уявĕ

Ял ĕçченĕсен уявĕ

Ĕççипе ĕççи хушшинче сывлăш çавăрса вăй илмелли вăхăт çитрĕ. Çак тĕлелле ял ĕçченĕ хăй мĕн туса илнине пĕтĕмлетме тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма яланах пĕр çĕре пухăнать.

Районти Культурăпа кану çуртĕнче халăх лăк тулли. Кунта ĕçпе пиçĕхнĕ, йывăрлăхран хăраман çынсене хисеплесе чыслаççĕ. Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ. Хăй те ялта ỹссе çитĕннĕскер, хресчен ĕçне ăнланса, пур кăмăлтан саламларĕ, пĕрле ĕçлесе ял хуçалăх отрасльне çĕклеме чĕнсе каларĕ.

Ял ĕçченĕн канлĕ вăхăчĕ питĕ сахал. Вăл тăрăшнипех пирĕн пỹлмесемпе сĕтел çийĕ тулăх пулать. Çавăнпа та вĕсен ĕçне хисепе хуни çав тери вырăнлă. Акă халĕ те Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин ялсен социаллă аталанăвĕн пайĕн начальникĕн заместителĕ О.Ильин килсе çитнĕ. Вăл ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисемпе дипломсем, укçан тата хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ.

Районта ял хуçалăх отраслĕ пĕчĕккĕн вăй илсе пырас çул çине тăнă темелле, çав хушăрах çитменлĕхĕсем те пайтах. Тăрипе тăрса шăпчăкпа çывăрма выртакансем тыр-пулне те туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне те çитĕнтереççĕ. Çакăн пирки тĕплĕн каларĕ те ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев. Уява пухăннă ял ĕçченĕсене тăрăшнăшăн тав туса ырă сăмахсем каларĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен совечĕн председателĕ Г.Тимофеев ял ĕçченĕсене ăшă сăмахсем каларĕ.

Ĕçре палăрнисемпе производствăра мала тухнисене Хисеп грамотисемпе дипломсем, хаклă парнесем пачĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



12 ноября 2005
00:00
Поделиться