Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Льготниксене - социаллă çул-йĕр билечĕ

о Хỹтлĕх

Льготниксене - социаллă çул-йĕр билечĕ

Пирĕн çĕр-шывра кашни гражданина социаллă хỹтлĕх парса пулăшасси малти вырăнта пулнă. Кашни çул тенĕ пекех хỹтлĕх тытăмĕнче çĕнĕ улшăнусем. Çĕнĕ çултан тата тепĕр çĕнĕлĕх. Республикăн сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова Шупашкарта массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе "ЧР территорийĕнче пĕрлехи социаллă çул çỹрев билечĕ (ЕСПБ) кĕртесси" темăпа пресс-конференци ирттернĕ.

Министр палăртнă тăрăх, 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен регионти льготниксене социаллă пулăшу парасси уйăхсерен укçа-тенкĕ тỹлес йĕрке çине куçать. Çав вăхăтра ĕç ветеранĕсен пурăнмалли çурт-йĕршĕн тỹлессишĕн, коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курассишĕн, телефонпа усă курнăшăн çăмăллăхсем сыхланса юлаççĕ.

Льготлă категорири граждансене çăмăллăхсем парса çĕр-шыври социаллă хỹтлĕх тытăмне лайăхлатса пынă май, Чăваш Енре 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пĕрлехи социаллă çул çỹрев билечĕсене пурнăçа кĕртеççĕ.

Социаллă çул çỹрев билечĕ пирки тĕплĕнрех пире район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникĕ В.ИВАНОВ çапла каласа пачĕ: "Çак билета Чăваш Республикинче пурăнакан федераци льготникĕсем те, вырăнти (регионти) льготниксем те туянма пултараççĕ. Унпа çын пĕр уйăх усă курма пултарать. Билет хакĕ - 100 тенкĕ. Социаллă çул çỹрев билетне районта пурăнакансем малтанхи вăхăтра Вăрмар поселок администрацийĕнче, автотранспорт предприятийĕнче туянма пултараççĕ, ялсенчи ветерансем патне графикпа килĕшỹллĕн вырăна тухса çỹрĕç. Çапла май, районта пурăнакан çак билета тивĕçекен льготник темле пулсан та илетех. Билета çухатсассăн, çĕнĕрен çак уйăхшăн илме май çук. Çул çỹрев билечĕсене 2006 çулхи январь уйăхĕ валли кăçалхи декабрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса çитес çулхи январĕн 5-мĕшĕччен сутма палăртнă. Енчен те льготник сывлăх енчен хавшакрах пулсан, унăн докуменчĕсемпе тăванĕсем е кỹршĕ-пĕлĕшĕсем туянма пултараççĕ. Анчах унсăр пуçне çул çỹрев билечĕпе никам та усă курма пултараймасть. Ăна туянас текенсен социаллă пулăшу пама право паракан документ (удостоверени, тĕслĕхрен, е МСЭ справки) тăратмалла.

Пĕрлехи социаллă çул çỹрев билечĕпе федераци льготникĕсем хулари тата хула çывăхĕнчи обществăлла транспортпа (таксисĕр пуçне) çỹреме пултараççĕ. Хула çумĕнчи чукун çул транспорчĕпе усă курасси федераци бюджетĕнчен пулнă май, 2005 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен "соцпакетăн" транспорт пирки калакан пайĕ кирлĕ марри çинчен йышăннисем чукун çулпа тỹлевсĕр çỹреме пултараймаççĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тылĕнче ĕçленисем тата ĕç ветеранĕсем те хулари тата хула çумĕнчи обществăлла транспортпа (таксисĕр пуçне) тата çур хак тỹлесе чукун çул тата шыв транспорчĕпе çỹреме ирĕк пур.

Реабилитациленĕ тата репрессие пула нуша курнă çынсем хулари тата хула çумĕнчи обществăлла транспортпа (таксисĕр пуçне), шыв, хула çумĕнчи чукун çул транспорчĕсемпе усă курма пултарĕç.

В. ГУРЬЕВА калаçнă.



16 ноября 2005
00:00
Поделиться