Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕк предприятисен ỹсĕмĕ

о Пахалăх

Пĕчĕк предприятисен ỹсĕмĕ

Хăй вăхăтĕнче районта кĕрлесе, шавласа тăракан сĕтел-пукан фабрики панкрута тухма пултарасса, пирĕнтен чылайăшĕ ĕненме те пултарайман. Анчах, шел те, пысăк хăватпа ĕçлекен предприяти пĕтрĕ. Унпа пĕрлех 700 ытла çын вăй хумалăх ĕç вырăнĕ.

"Ватма, пĕтерме пĕр кун, çĕнĕрен чĕртме ĕмĕр те çитмест", - тесе ахальтен каламан ватăсем. Хальхи вăхăтра сĕтел-пукан фабрики панкрута тухнă пулсан та ун территорийĕнче пĕчĕк предприятисем уçăлнă. Вĕсенчен пĕри - "Док Рос" предприяти. Вăл 2 çул кăна ĕçлет пулин те ỹсĕмсен çулĕпе пырать. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 20 çын вăй хурать. Чулхулари йывăçран тĕрлĕ япаласем хатĕрлекен комплекспа тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсен заказĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Предприяти пуçлăхĕ А.Михайлов унччен маларах сĕтел-пукан фабрикинче вăй хунă. Пĕр сăмахпа каласан çак ĕçе чунтан парăннă çын. Массивпа тата ытти материалпа ĕçлесси ют мар уншăн. З.Дмитриева, А.Недерова, Н.Петрова, Н.Афанасьев, Е.Степанова, С.Якимова, С.Филиппова, А.Федотова тата ытти рабочисем (вĕсенчен чылайăшĕ унччен сĕтел-пукан фабрикинче вăй хунă) илемлĕ, нумай çул усă курма юрăхлă алăксем ăсталаççĕ.

Уйăхне 300 яхăн алăк ăсталаççĕ кунти ĕçченсем. Малашлăх тĕллевĕсем те пысăк. Производство хăватне ỹстерес, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес шухăш та пур.

З. ПАВЛОВА.



16 ноября 2005
00:00
Поделиться