Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăрсем - халăх асĕнчех

о Чыс-хисеп

Паттăрсем - халăх асĕнчех

Иртнĕ эрнери кĕçнерникун районта пурăнакансемшĕн паллă кунпа - право йĕркине сыхлакансен уявĕпе палăрса юлчĕ. Раççей милицийĕн кунне кăçал та анлăн паллă турĕç. Праçнике халалласа çак кун пирĕн районта çуралса ỹснĕ, хăйсен служба тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа паттăрла пуç хунă милиционерсене - Степан Григорьева, Андрей Афанасьева, Григорий Порфирьева, Павел Галкина тата ыттисене те асăнса, вĕсен ырă ячĕсене сăвапласа ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче тытас тĕлĕшпе районти шалти ĕçсен пайĕн территорийĕнче пулас обелискăн гранитран хатĕрленĕ никĕсне хыврĕç. Палăртнă мероприятие Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ В.Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, Вăрмар хула, Мăнçырма ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем А.Васильевпа В.Семенов, район прокурорĕ С.Павлов, районти çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, милици сотрудникĕсемпе тивĕçлĕ канури ветерансем, служба тивĕçĕсене пурнăçласа паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ милиционерсен çывăх тăванĕсем тата ыттисем те йышлăн хутшăнчĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов рапорт панă хыççăн савăнăçлă митинга ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ В.Григорьев уçрĕ. Владимир Георгиевич право йĕркине сыхлакан органсенче тăрăшакансен ĕçĕ йывăр та кăткăс пулни, час-часах пысăк хăрушлăхпа çыхăнни, йĕрке хуралĕнче çирĕп дисциплинăллă, таса чунлă, паттăр, хăюллă ĕçченсем ĕçлени çинчен каларĕ. "Хĕрỹ вырăнсенче" район территорийĕнче пурăнакан граждансен хăрушсăрлăхĕпе сыхлăхĕшĕн тăрăшса паттăрла вилнĕ милици сотрудникĕсен çутă сăнарĕсене яланах асра тытассине шантарчĕ. Унтан паттăрлăх кăтартса пуçĕсене хунă ĕçтешĕсене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ.

Митингра çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, шалти ĕçсен пайĕн органĕсенчен тивĕçлĕ канăва тухнă В.Александров ветеран, 1932 çулта Кавал ялĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçласа паттăрла вилнĕ А.Афанасьевăн мăнукĕ В.Афанасьев тухса калаçрĕç.

Гранит чулран хывнă никĕс умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Унтан районти культура çуртĕнче уява халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. ШĔП начальникĕ И.Константинов кăçалхи вунă уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов пухăннисене профессиллĕ уявпа саламласа ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнă ШĔП сотрудникĕсене Хисеп грамотисемпе наградăласа малалла та йĕркелĕхпе саккунлăха упрассишĕн çине тăрса ĕçлеме ăнăçусем, ырлăх-сывлăх сунчĕ. ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ В.Григорьев республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ, преступленисене хирĕç кĕрешме, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, ăнăçусем сунчĕ.

В. ГУРЬЕВА.



16 ноября 2005
00:00
Поделиться