Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ялсене - паха шыв

о Президент Указне - пурнăçа

Ялсене - паха шыв

Чăваш Республикинче халăхăн пурнăçĕпе сывлăхĕн пахалăхне лайăхлатас, обществăлла инфраструктурăна лайăхлатас тĕллевпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров "2005-2008 çулсенче Чăваш Республикинче халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" республикăн тĕллевлĕ программине çирĕплетнĕ. Çак программăпа килĕшỹллĕн "Строитель" муниципаллă унитарлă предприяти кăçал Пысăк Енккассинче пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе пирĕн корреспондент З.ПАВЛОВА унăн пуçлăхĕпе В.ЛЕБЕДЕВПА курса калаçнă.

- Валерий Петрович, çỹлерех асăннă яла пахалăхлă шывпа тивĕçтерессипе эсир 7 миллион та 600 пин тенкĕлĕх тендер выляса илтĕр. Кăçалхи 10 уйăхра миçе миллион тенкĕлĕх ĕç турăр?

- Çак тапхăрта эпир пысăк хăватпа вăй хутăмăр. Пурĕ 1 миллион та 600 пин тенкĕлĕх ĕç тунă, 2,1 километр шыв пăрăхĕ хывнă. 10 шыв колонки туса лартнă. К.Маркс урамĕнче ку ĕçсене пурнăçланă. Николаев урамĕнче вара шыв пăрăхĕ хума тытăннă. Унсăр пуçне 25 кубла метр шыв кĕрекен башня, пушар машинисем шыв илме пултаракан 9 гидрант лартнă.

- Çак ĕçсене пурнăçланă вăхăтра сирĕн предприяти мĕнле чăрмавсем умне тухса тăчĕ?

- Чи малтанах çакна палăртмалла. Унччен ку ялта шыв пăрăхĕ пулнă. Ăна 1960 çултах хывнă. Вăхăчĕ иртнĕ май вара вăл юрăхсăра тухнă. Çĕнĕрен траншея чавса полиэтилен пăрăхĕ хывнă вăхăтра киввинчен шыв тапса тухса траншейăсене тултарчĕ. Ăна вара насуспа уçлама лекрĕ. Кунта тата газ пăрăхĕ хывни те пысăк чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Çавна май, чылай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлама тиврĕ. Унпа пĕрлех электричество юписем, уйрăм çынсен кил-çурчĕ умĕнче е урам варринчех выртакан стройматериал ĕç хăвăртлăхне тытса тăчĕç. Анчах та эпир ку йывăр лару-тăруран тухма пултартăмăр. Пĕтĕмĕшле каласан хамăр палăртнă задачăна пурнăçларăмăр темелле. Çитес çул та çак ялтах пысăк калăпăшлă ĕçсем тума палăртатпăр. 3,6 километр шыв пăрăхĕ хывмалла, унпа пĕрлех социаллă объектсене паха шывпа тивĕçтересси те кĕрет. Халĕ Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта та шывпа туллин усă кураççĕ.

- Полиэтилен пăрăхĕсем тенĕрен, вĕсем чылай çула чăтмалла, çапла-и?

- Ку пăрăхсемпе 50 çул таран усă курма юрать. Вĕсем çăмăлрах, тутăхас хăрушлăх çук. Эпĕ çакна палăртса хăварасшăн: ку ялта пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри кил-çурчĕсене хăйсем тĕллĕн шыв кĕртеççĕ, çавна май шыв пăрăхĕсене юрăхсăра кăларас хăрушлăх та тухса тăрать. Ку ĕçе хăй хальлĕн пурнăçлама юрамасть, пирĕн предприяти ятарласа проект хатĕрлесе кĕртсе парать. Тĕрĕссипе каласан, ăна кашни яла, кил-çуртсене кĕртсен тата лайăхрах.

- Шыв пахалăхĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

- Пирĕн тĕллев - халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси, çапла майпа пурнăç условийĕсене, халăх сывлăхне, районти ялсен социаллă пурнăçпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси. Пысăк Енккассинче пурăнакансем артезиан шывĕпе усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра шыва пăрăхсем витĕр тасатса кăларас ĕç пырать.

- Сахал йышпах нумай ĕç тума пултарнин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши Валерий Петрович?

- Чи малтанах ĕçе тĕплĕн шухăшласа тума пĕлни кирлĕ. Заказчик умĕнче чыса нихăçан та çухатмалла мар. Пирĕн коллективра пурĕ 20 çын ĕçлет. Н.Нилов сварщик, Н.Каменев водитель, В.Иванов экскаваторщик тата ыттисем те ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласа пыраççĕ. Пĕр çын 3-4 специальноçпа ĕçлеме пултарни ĕç тухăçлăхне пĕрре те чакармасть.



16 ноября 2005
00:00
Поделиться