Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем участкового милиционера

Милицин участокри сотрудникĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Милицин участокри сотрудникĕн кунĕ ячĕпе саламлать.

Эсир тупа тунине упраса, ирĕн-каçĕн общество йĕркине шанчăклă хуралласа, çынсен пурнăçĕпе сывлăхне, граждансен конституцилле прависене хỹтĕлесе йĕрке хуралĕнче тăратăр.

Халăхшăн чунтан ĕçленине милици сотрудникĕсем хăюлăхпа хастралăха кирек мĕнле лару-тăрура та кăтартса вĕсене шанма пулнине пĕрре кăна мар ĕнентернĕ. Çынсем сирĕнте кирек хăш самантра та пулăшма хатĕр çынсене курма хăнăхнă.

Хăш-пĕр çынсем преступлени тунипе, саккуна пăснипе эсир татăклăн кĕрешме пултарнине хăвăрăн пĕлĕвĕрпе тата ăсталăхăрпа ỹлĕмрен те усă курасса, районта право йĕркипе тивĕçтерессе шанса тăратпăр.

Малашлăхра сире, сирĕн çемйĕрсенчи çынсене çирĕп сывлăх, телей, тулăх пурнăç, ăнăçу сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ -
Вăрмар район администрацийĕн
пуçлăхĕ                                            В.Н. Кириллов


17 ноября 2005
00:00
Поделиться