Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асăрханулăх - чи кирли

Асăрханулăх - чи кирли

Чăваш Республикинче пурăнакансене чрезвычайлă лару-тăрусенче сыхă пулма вĕрентес, гражданла оборона енĕпе вĕсен пĕлĕвне ỹстерес, çавăн пекех мĕн пур территорисемпе объектсене инкек-синкексенчен сыхлама яланах хатĕр тăрас, пушар хăрушсăрлăхĕпе шыв объекчĕсенче сыхăлăха тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Енре кăçалхи сентябрĕн 14-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 4-мĕшĕччен "Гражданла хỹтлĕх уйăхлăхĕ" иртрĕ.

Ку мероприятие Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть, вырăнти хăй тытăмлăх, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен, хуласемпе районсенчи вĕрентỹ тытăмĕн органĕсем, республикăри предприятисемпе учрежденисем, организацисем активлă хутшăннă.

Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕ район территорийĕнче ку тĕлĕшпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ. Уйăхлăха хутшăнса медицина, газ, пушара хирĕç кĕрешекен службăсенче "Уçă алăксен кунне", "Эпир хăрушлăхсăр тĕнчешĕн" ачасен ỹкерчĕкĕсен конкурсне, чи лайăх "ОБЖ" класĕ тата шкулсенче чи лайăх гражданла оборона кĕтесĕсем йĕркеленĕ. Çакăнпа пĕрлех объектсенче 46 вĕрентỹ,шкулсенче хăрушсăрлăх урокĕсем, калаçусем, тĕл пулусем иртрĕç, ачасем ятарлă стена хаçачĕсем кăларчĕç, предприятисем "Гражданла хỹтлĕх" ятлă чи лайăх кĕтес йĕркелессипе смотр-конкурса хутшăнчĕç.

Райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕ халăха чрезвычайлă лару-тăрусенчен хỹтĕлес тĕллевпе çирĕп мерăсем йышăнать. Апла пулин те район территорийĕнче кăçалхи 10 уйăхра 40 пушар тухнă, унта 8 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, пĕлтĕр çак тапхăрта 44 пушар çулăмĕнче 6 çын çунса вилнĕ. Пĕвесемпе юхан-шывсенче 3 çын путса вилнĕ, пĕлтĕрхи ку тапхăрта ун пеккисем 3 пулнă, чукун çул çинчи аварисем 1 пулнă.

Ю. ЕФИМОВ,
пай начальникĕ.

РЕДАКЦИРЕН: Чăваш Республикинчи халăха чрезвычайлă лару-тăрура хăйне мĕнле тытмаллине, ăна епле сирмеллине, пушар хăрушлăхĕнчен сыхланмалли мерăсене вĕрентес тĕллевпе республикăра ирттернĕ ятарлă уйăхлăх кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн район малти вырăна йышăннă.



19 ноября 2005
00:00
Поделиться