Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа тĕл пулчĕç

о Министерствăсен кунĕ

Халăхпа тĕл пулчĕç

Пирĕн республикăра çынсен пурнăçра куллен килсе тухакан ыйтăвĕсене вырăна тухса татса парас ырă йăла пурнăçа кĕрсе пырать. Кашни уйăхрах тĕрлĕ министерствăсемпе комитетсен специалисчĕсем килсе районта пурăнакансемпе тĕл пулусем ирттереççĕ.

Акă халĕ те, ноябрĕн 16-мĕшĕнче, республикăри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн заместителĕ А.Черников ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Тĕрлĕ ушкăна пайланса районта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă. Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пыракан ушкăн чи малтанах райпон çăкăр заводне çитрĕ, унти цехсене курса çỹресе кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăн Чăвашсетьгазăн "Урмарыгаз" филиалĕнче пулчĕ. Ку предприяти "кăвак çулăмпа" тивĕçтерет. Вĕсем еплерех ĕçлесе пынинчен килет те ĕнтĕ район халăхĕн пурнăçĕ. Çавăнпа та калаçу ытларах хăрушсăрлăх техникине еплерех пурнăçласа пыни пирки, инкек таврашĕ пуласран сыхă тăмалли çинчен пычĕ.

Пирĕн пуласлăх - ачасенче. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси чи малтанах ашшĕ-амăшĕсемпе обществăран пуçланать. Çак тĕллевпех ĕнтĕ ĕçлĕ ушкăн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкула çитрĕ, кунта ĕçлекенсемпе тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕ. Террорла пулăмсенчен сыхă тăма ачасене вĕрентмелли пирки чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев ертсе пыракан ушкăн Кĕтеснерти тата Энĕшпуçĕнчи шкулсене çитсе курчĕ. Кунти шкулсенче хăрушсăрлăх никĕсне еплерех вĕрентсе пынипе тата шкулсенчи пурнăçпа интересленчĕ.

Тĕл пулусенче ытларах район халăхĕн пурнăçне лайăхлатасси, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене вырăнта татса парасси тата хăрушсăрлăхран сыхă пуласси пулчĕ.

Юлашкинчен, итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Н. ШИШКИНА,
А. НИКОЛАЕВА.


19 ноября 2005
00:00
Поделиться