Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мал ĕмĕтлĕ офицер

о Санăн çыннусем, район

Мал ĕмĕтлĕ офицер

Пур çын та мĕн ачаран мĕнле професси илесси пирки шухăшлать. Арçын ачасене ытларах техника таврашĕ кăмăла каять. Çитмĕшре çуралса ỹснĕ Григорий Иванович ПАВЛОВ вара пĕчĕкренех офицер пулас ĕмĕтпе пурăннă. Çак тĕллев унăн "Офицеры" кино курнă хыççăн аталанса та аталанса пынă. Çамрăк ачана ашшĕ те, Иван Павлович Павлов, хавхалантарнă. Сăмах май каласан, Иван Павловичпа (вилнĕ тăпри çăмăл пултăр) арăмĕ Римма Ларионовна ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланса çемье çавăрса пурăнаççĕ. Килĕнче кĕçĕнни Анатолий çемйипе амăшĕн ватлăх кунĕ канлĕ пултăр тесе тăрăшать. Çуллахи кунсенче, мăнукĕсем пуçтарăнсан, пỹрт ача-пăча сассипе тулать.

Манăн сăмахăм паян Григорий Иванович пирки пырать. Кĕлкешри вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен ăçта вĕренме каймалли пирки шутламалла пулман унăн. Вăл ăна пĕчĕклех палăртса хунă - çар çынни пулмалла. Тỹрех Хусанти Аслă çар инженери училищине çул тытать. Анчах та, 17 çул тултарманскере, вĕренме кĕмелли экзамена тытма ирĕк памаççĕ. Хуçăлса ỹкмест çирĕп кăмăллă каччă. Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн инженери факультетне вĕренме кĕрет. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртет. Хусанти Аслă çар инженери училищине куçать. Ăна хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерсен пĕр вăхăт служба вăхăтне Германире тăсать. Унта пулнă хыççăн ăна хăй вĕренсе тухнă училищĕне каялла чĕнсе илеççĕ. Служба хăй еккипех пынă. Григорий Иванович пĕлĕвне ỹстерес тĕлĕшпе малаллах вăй хунă. Çапла вара 1994 çулта ракета техникипе кандидат диссертацине хỹтĕлет. 1998 çулта - кафедра доценчĕ, çав çулах Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсен чи лайăх рационализаторĕ пулса тăрать. Кунран-кун, çултан-çул хăйĕн пĕлĕвне ỹстернипе пĕрлех юлташĕсене те пулăшать вăл, наукăн виçĕ кандидатне хатĕрлет.

2004 çулта вăл доктор диссертацине хỹтĕлет. Унăн ĕçĕ яланах мирлĕ халăхăн сывлăхне экологи тĕлĕшĕнчен сыхлассипе çыхăннă. 2004 çулта наукăпа педагогика ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тунăшăн "Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен" тата "Çулталăкри чи лайăх ученăй" ятсене тивĕçнĕ. Унăн наукăлла 62 ĕç тата 11 изобретени.

Григорий Иванович пархатарлă ĕçĕпе пĕрлех чи лайăх çемье пуçлăхĕ. Вĕсем мăшăрĕпе, Людмила Николаевнăпа, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ.

"Ĕç çынна ỹкермест", - тенĕ пек Г.Павлова ял çыннисем те, юлташĕсемпе тăванĕсем те пурте питĕ хисеплеççĕ. Вăл хăй те вĕсемпе яланах тарават.

Н. ШИШКИНА.



19 ноября 2005
00:00
Поделиться