Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем работника налоговых органов РФ

Чăваш Республикинчи Федераллă налук службин Управленийĕн районсем хушшинчи 7-мĕш номерлĕ инспекцийĕн хисеплĕ сотрудникĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Раççей Федерацийĕн налук органĕсен ĕçченĕн кунĕ ячĕпе чи ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламлать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çак куна уявлама палăртса Указ кăларни шăпах 5 çул çитрĕ. Ку пĕрре те ахаль мар, мĕншĕн тесен пирĕн пурнăç налук епле тỹленинчен тата пуçтарнинчен те питĕ нумай килет. Эсир паян çĕр-шыв экономики ура çине тăма тытăннă тапхăрта пархатарлă ĕç туса пыратăр. Налук законодательствине мĕнле пăхăнса пынине ỹлĕмрен те кирлĕ пек тĕрĕслесе тăрасса шансах тăратпăр.

Малашлăхра пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ -
Вăрмар район администрацийĕн
пуçлăхĕ                                            В.Н. Кириллов


21 ноября 2005
00:00
Поделиться