Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксен форумĕнчен

Çамрăксен форумĕнчен

Районта ĕçлекен çамрăксен пĕрремĕш форумĕ иртрĕ. Кунта ялсенчи тата поселокри çамрăксен активĕ, тĕрлĕ шайри пуçлăхсем хутшăнчĕç.

Çамрăксен форумне Вăрмар райадминистрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ Ирина Степанова уçрĕ. Вăл пуçтарăннисене "Вăрмар районĕн çамрăкĕсем 2004 - 2005-мĕш çулсенче" ятарлă программа еплерех ĕçлени тата пурнăçланса пыни çинчен каласа кăтартрĕ. Çак мероприятийĕн тĕп тĕллевне палăртса хăварчĕ. Вăл - çамрăк ăрăва ĕç тупма пулăшасси, районта вырнаçнă предприятисемпе организацисенчи çамрăксен ĕç юхăмне тăвасси, çамрăк çемьесене патшалăх енчен тĕрек парасси.

- Ку енĕпе пирĕн районта та чăнласах ĕçлеççĕ тесе калама пулать. Акă Чăвашпотребсоюзăн Вăрмар райповĕнче çамрăксен ĕçĕсемпе ĕçлекен комитет йĕркелесе янă. Яш-кĕрĕме хавхалантарас тесе район пуçлăхĕн стипендине туса хунă. Унсăр пуçне пирĕн тăрăхран вунă çамрăк Чăваш Президенчĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулнă, - терĕ Ирина Августовна.

П. АРХИПОВ.



23 ноября 2005
00:00
Поделиться