Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасемпе - алла-аллăн

о Пултарулăх çуртне - 50 çул

Ачасемпе - алла-аллăн

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисен никĕсĕ çинче ачасен пĕрлешĕвĕ 63 йĕркеленнĕ. Ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çуртĕнче 10 пĕрлешỹ ĕçлет, ача сачĕсенче те 6 кружок ертсе пыраççĕ. Палăртнă кружоксемпе мастерскойсене 5 çултан тытăнса 18 çулчченхи 1400 ача çỹрет. Вĕренекенсене ытларах техника (362 ача), художество (34 ача), краеведени (152 ача), çарпа патриотизм юхăмĕн кружокĕсем интереслентереççĕ. Çавăн пекех спортăн 9 кружокне 160 вĕренекен килĕштерет. 2004-2005 вĕренỹ çулĕнче мĕн пур вĕрентỹпе воспитани, методика ĕçĕсене кунта вăй хуракансем Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалланă. Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан кашни учрежденире ку енĕпе тĕллевлĕ плансемпе программăсем йышăннă.

Кăçал ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çурчĕн - юбилей. 1955 çулхи октябрьте уçăлнăскер, вăл 50 çулне паллă тăвать.

Паянхи пултарулăх çурчĕ - ачасен пĕлĕвне, пултарулăхне пĕрмай ỹстерме пулăшакан, хушма пĕлỹ паракан нумай профильлĕ учреждени.

Методистсемпе педагогсем ачасем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас, вĕсен канăвне усăллăрах ирттерес, сиенлĕ йăласене пăрахăçлас, çул çитмен ачасем преступлени тăвассине чакарас тĕллевпе ĕçленĕ.

Çакăнпа пĕрлех пултарулăх çурчĕ хăйĕн ĕçне 2860 арçын ачасемпе хĕрачасене пĕрлештерсе тăрать, ачасен обществăлла 26 организаципе килĕшсе ĕçлет. Кашни организацин хăйĕн ячĕ, ятарлă программи пур. Тĕслĕхрен, "Лидер", "Тăван çĕр-шыв", "Тăван кил" тата ытти те.

Кăçал районта хушма пĕлỹ паракан педагогсем хушшинче пуçласа "Чĕрене ачасене паратăп" конкурс иртрĕ. Унта 13 вĕрентекен хутшăнчĕ. Призлă вырăнсене Н.Иванова (Арапуç), И.Иванова (Пысăк Еннккасси), С.Корнилова (Кĕлкеш) педагогсем çĕнсе илме пултарчĕç.

Çавăн пекех кунта çул çитмен ачасене право йĕркисене пăсассинчен сыхлас, ку енĕпе профилактикăлла ĕçсем туса ирттерес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ, мероприятисен ятарлă планĕсене хатĕрлеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, ăна анлăрах пропагандăлас тĕллевпе класс сехечĕсем ирттернĕ, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче вĕсемпе калаçнă, шкул çумĕнчи профилактика совечĕн ĕçне активлă хутшăннă. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ ачасене, районти ШĔПĕнче учетра тăракансене обществăлла воспитательсем, педагогсем, тренерсем, кружоксен руководителĕсем умне çирĕплетнĕ.

Педагогсем ертсе пынипе ачасем район, республика, Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусемпе тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче мĕн пур мероприятисене ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çурчĕ 50 çул тултарнине, Садсемпе парксен çулталăкне халалласа ирттерме палăртнă.

Л. НИКОЛАЕВА,

директор.



23 ноября 2005
00:00
Поделиться