Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни япалан хăйĕн шучĕ

о Ял хуçалăх çыравĕ

Кашни япалан хăйĕн шучĕ

Çитес çул - Ял хуçалăх çыравĕ. Мĕне пĕлтерет-ха вăл тата еплерех иртет? Çак тата ытти ыйтусене хуравлама районта перепись енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйран Елена Николаевна ТЕРЕНТЬЕВĂРАН ыйтрăм.

- РФ Президенчĕ В.Путин "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ ирттересси çинчен" Указа кăçалхи июлĕн 21-мĕшĕнче йышăннă. Вăл çак перепиçе ирттермелли право никĕсне çирĕплетет, çак мероприятие хатĕрленмелли çинчен тĕплĕн ăнлантарса парать. Çак Указпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пирĕн республикăра 2006 çулта ял хуçалăх перепиçне ирттересси пирки йышăну тунă. Ун хыççăн Чăвашстат ятарласа хушу кăларнă, перепиçе ăнăçлă хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси туса хунă. Пирĕн районта та çырав ирттерме пур енĕпе те хатĕрленнĕ.

Раççейре Ял хуçалăх çыравне юлашки хут 1920 çулта туса ирттернĕ пулнă. Выльăх-чĕрлĕх йышне те юлашки хут 1996 çултах шута илнĕ. Хальхи вăхăтра ялта ял хуçалăх организацийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсем. Препись ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва тарăнрах тĕпчесе пĕлме, унта туса илекен продуктсен кашни категорине туллин палăртма, çĕр-шывăн апат-çимĕç ресурсĕсене пур енлĕн пĕлсе тăма, çавăн пекех ытти çивĕч ыйтусене шута илме пулăшмалла. Çапла вара кашни япалан хăйĕн шучĕ. Ял хуçалăх çыравĕ те çак ĕçех тăвĕ.

А. НИКОЛАЕВА калаçнă.



23 ноября 2005
00:00
Поделиться