Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвне район Пухăвĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем, поселок тата ял администрацийĕсен ертỹçисем тата Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов хутшăнчĕç. Пуху райадминистрацин ларусен залĕнче иртрĕ. Ăна район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарчĕ.

Депутатсем умĕнче пĕрремĕш ыйтупа райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева Вăрмар районĕн Уставне халăхпа сỹтсе явнă хыççăн тĕрлĕ сĕнỹсем кĕртмелли çинчен каларĕ. Депутатсем район Уставне çĕнĕрен пăхса тухса улшăнусем кĕртрĕç, пĕр саслăн пулса пĕтĕмĕшле йышăнчĕç. Районăн çĕнĕ Уставне йышăннă май, Пуху председателĕн çумне суйламалла. Темиçе кандидатурăран Л.Лукина (Шăхаль округĕ) сасăласа çирĕплетрĕç.

Малалла кун йĕркинчи Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн яланхи комиссин председателĕсене суйласси çинчен сỹтсе яврĕç. Халичченхи пекех пилĕк комисси туса хума йышăнчĕç. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, тирпей-илем, строительство, транспорт тата çыхăну комиссийĕн председателĕ пулма - В.Иванова (Вăрмар. 2-мĕш округ), законсемпе право йĕркисене пăхăнса пырассине, депутатсен этики тата вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе - В.Нестерова (Вăрмар. 1-мĕш округ), бюджет, экономика, суту-илỹ, çĕр тата пурлăх - Г.Назарова (Вăрмар. 3-мĕш округ), социаллă ыйтусемпе - В.Николаева (Мăнçырма округĕ), ревизи енĕпе - Л.Яковлевăна суйларĕç.

Пухура Вăрмар районĕн муниципаллă служби çинчен калакан положение сỹтсе яврĕç, ăна йышăнса çирĕплетсе хăварчĕç. Çавăн пекех депутатсем райадминистраци пуçлăхĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата транспорт енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Яковлев районти çурт-йĕр строительствин комплексла аталанăвĕ пирки тухса каланине итлерĕç. Ку енĕпе решени йышăнчĕç.

Депутатсене çитес çулхи çĕр хакĕ пирки райадминистрацин çĕр ресурсĕсемпе усă курас, çут çанталăка сыхлас енĕпе, муниципаллă пурлăхпа ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Муллин, район бюджетне улшăнусемпе хушусем кĕртесси çинчен финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев паллаштарчĕç. Ку ыйтусемпе И.Иванов (Энĕшпуç округĕ), В.Нестеров (Вăрмар. 1-мĕш округ), А.Димитриев (Чупай округĕ) депутатсем тухса калаçрĕç. Сỹтсе явнă ыйтусемпе пуху тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕ.

П. АЛЕКСЕЕВ.



23 ноября 2005
00:00
Поделиться