Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Водительсен çемйи

о Династи

Водительсен çемйи

Çакăн пек калама пулать Кивĕ Вăрмарти Алексеевсем пирки. Водитель профессине алла илме шут тытнă чухне çемье пуçĕ Николай Алексеевич Алексеев каярах виçĕ ывăлĕ те хăйĕн çулĕпе каясси пирки шултаман та пулĕ. Ялти шкулти саккăрмĕш класран вĕренсе тухсан, вăл Хусанти профессипе техника училищине вĕренме кĕрет, автослесарь пулса тăрать, хулари пĕр автобазăра тăрăшма пуçлать. Çар служби вăхăтĕнче руль умне ларать. Çавăнтанпа 40 çула яхăн водительте вăй хурать. Вăл çăмăлттай мар, чăн-чăн пурнăç çынни пулнине ĕмĕр тăршшĕ пĕр ĕçре - "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче ĕçлени питĕ лайăх çирĕплетсе парать. Тăван çĕр-шыв та унăн ĕçне пысăка хурса хаклать. Николай Алексеевич Ĕç Мухтавĕн орденĕн кавалерĕ. Мăшăрĕпе, Светлана Григорьевнăпа, виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, пурте вĕсем хăйсен пурнăçне техникăпа çыхăнтарнă. Чи асли, Владимир Николаевич, 1971 çулта çуралнăскер, малтанах Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă. Механик профессине алла илнĕ хыççăн "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче трактор бригадин бригадирĕнче ĕçлеме тытăннă. Ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Халĕ механикра вăй хурать. Вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне те ларать. Кăçал "Вырма чемпионĕ" ята та тивĕçнĕ вăл. Арăмĕпе, Людмила Николаевнапа (вăл Кивĕ Вăрмар шкулĕн учительници) икĕ хĕр çитĕнтереççĕ.

Вăталăх ывăлĕ - Сергей Николаевич (1972 çулта çуралнă) Канашри профессипе техника училищинче газоэлектросварщике вĕренсе тухнă. Анчах ăна машинăсем ытларах илĕртнĕ, вăл та водитель профессине алла илнĕ. Салтак служби хыççăн Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче çынсене автобуспа турттарать вăл халĕ. Мăшăрĕпе, Людмила Алексеевнапа, 1 хĕрпе 1 ывăл пăхса ỹстереççĕ.

Чи кĕçĕнни - Валерий Николаевич, 1975 çулта çуралнăскер, шкул хыççăн тỹрех РОСТОн районти автошкулне çул тытнă. Салтакран таврăнсан тăван "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче водительте ĕçлеме тытăнать. Хуçалăхра чи лайăххисенчен пĕри вăл. Арăмĕпе, Ирина Михайловнăпа ывăлпа хĕре воспитани параççĕ. Хăйсем пĕлĕвне малалла тăсаççĕ - Ял хуçалăх академийĕнче вĕренеççĕ.

Çапла вара, ултă мăнук Алексеевсен, вĕсем аслашшĕн, ашшĕсен ĕçне малалла тăсасса шанас килет.

В. ВАСИЛЬЕВ.



23 ноября 2005
00:00
Поделиться