Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем Матери

Хаклă та ытарайми аннемĕрсем, хисеплĕ хĕрарăмсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире Амăшĕн кунĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлать.

Çĕршывра Амăшĕн кунне уявлани хĕрарăм-амăшĕсене сума суни халĕ пирĕн общество вăй илсе пыракан, патшалăх пĕтĕмĕшле тата кашни уйрăм çемье çирĕпленсе пыракан çул çинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм пулса тăрать.

Эсир, хаклă аннемĕрсем, этемлĕхе чĕрĕлĕхпе пурнăç пилленипе пĕрлех çемье тăнăçлăхне, кил-çурт хăтлăхне упраса-йĕркелесе пыратăр. Хăвăр ачăрсен пуласлăхĕшĕн кăна мар, килес ăру шăпишĕн те пăшăрханатăр, яваплăха туйса ырми-канми ĕçлетĕр. Пурнăçри тỹнтер пулăмсемпе йывăрлăхсем чи малтан сире пырса тивеççĕ. Йăлтах тỹссе-чăтса ирттеретĕр эсир.

Çапла май хĕрарăмсен прависене хỹтĕлес, пурнăçне çăмăллатас ыйту паянхи кун та çивĕч тăрать-ха. Ку тĕлĕшпе патшалăх та, эпир те - арçынсем, сирĕн умăрта пысăк парăмра.

Сире пурне те пĕтĕм чунран телей, çирĕп сывлăх тата çемьере ытлăх-çитлĕх сунатпăр. Сирĕн илемлĕ сăн-питĕр яланах ырă кулăпа çиçтĕр, сирĕн килĕрте, ачăрсемпе мăнукăрсен çемйисенче тăнăçлăхпа канăçлăх пулччăр. Пурнăç çулĕ тăршшĕпех тỹсĕмлĕх, чун хăватлăхĕ, пурнăçа тасарах тата ырăрах тăвас хĕрỹллĕ кăмăл пултăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ -
Вăрмар район администрацийĕн
пуçлăхĕ                                            В.Н. Кириллов


25 ноября 2005
00:00
Поделиться