Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Анне - кил ăшши

о Ноябрĕн 27 - мĕшĕ - Анне кунĕ

Анне - кил ăшши

 
Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,
Эс пире çуратан, ỹстерен,
Ăшăтатăн чун-чĕрене.
Çук санран çывăх çын тĕнчере.
 
                                 В. Давыдов-Анатри.

Анне сăмаха эпир мĕн пĕчĕкренех чи ăшă туйăмпа, чи пысăк юратупа калатпăр. Пĕчĕк ача ỹссе çитĕнсе тăван килтен кайсан та, ватлăх кунĕсем çитсен те, анне пирĕншĕн хаклăран та хаклă. Нимĕнле пуянлăхпа та улăштарайми çын. Анне çумра пулсан, темĕн çинчен калаçма, чунри туйăмсене пайлама, пĕтĕм йывăрлăхсене унпа тỹссе ирттерме пулать.

Эсĕ ача чухне йывăр чирлерĕн пулсан, анне куç хупмасăр мĕн чухлĕ çĕр ирттермен-ши? Эпир сисмен хушăра, пирĕн лайăх мар ĕçсемшĕн кулянса вăрттăн мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши эсĕ, аннеçĕм?

Анне хăй ачисемшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсене асăнса та пĕтерес çук. Аннен пит-куçĕ савăнăçпа кăна çиçтĕр тесе кашни ачан куллен тăрăшмалла. Анне çинчен калас пулсан çĕр çинче мĕн пур ăшă, ырă сăмахсем те çитес çук. Тăван аннене яланах çамрăк, хаваслă, илемлĕ курас килет. Анне панă пурнăç хĕлхемне нихăçан сỹнтермесĕр, унăн ăшшине туйса пурăнмалла пултăрччĕ кашни ачан.

Манăн анне, Юлия Васильевна Никитина, Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1955 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче çуралнă. Йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ, икĕ ывăл та икĕ хĕр. Аннене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме, çынпа килĕштерсе пурăнма вĕрентнĕ.

Анне ялти шкултан вĕренсе тухсан повар специальноçне алла илсе мĕн паянхи кунчченех Вăрмар поселокĕнчи ресторанта поварта ĕçлет. Унăн ырă та çемçе аллисем мĕнле кăна тутлă çимĕçсем пĕçерсе çитермеççĕ-ши? Унăн ĕçĕпе пĕрле ĕçлекенсем те питĕ кăмăллă. Апат çиме пыракансем те аннене тутлă апатшăн тав тăваççĕ. Вăл кунĕпех ура çинче тăрса ĕçлесе ывăнсан та килте пире, ачисене, пĕтĕм юратăвне пама тăрăшать.

Пирĕн анне 4 ача çуртса кун çути парнеленĕ. Анчах та вăл пĕр ачи пĕчĕклех çут тĕнчерен уйрăлса кайнишĕн мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши? Анне тепĕр 3 ачине чунне парса чĕререн юратса ачашласа, лăпкаса ỹстерсе çитĕнтерчĕ. Ачисем пурте пурнăçри вырăнĕсене тупрĕç. Аслă ывăлĕ Хусанта ĕçлет, вăталăх ывăлĕ Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренет, эпĕ - 11 класра. Пирĕн анне ачисемшĕн яланах чи çутă çăлтăр пек. Анне пурри - пирĕншĕн чи пысăк телей. Ăна пирĕн нихăçан та кỹрентермелле мар, вăл пирĕншĕн тăрăшнине курса татах та хытăрах юратма, хисеплеме вĕренмелле. Эпир хамăрăн çывăх çынна пĕрмаях пулăшма тивĕçлĕ. Кашни ача тăван амăшне хисеплесе пурăнсан вĕсен çỹçĕ те вăхăтсăр шуралмĕ, куçĕнчен те вĕри куççуль тухмĕ.

Аннене манăн нихăçан та нимĕнле киревсĕр сăмахпа та, усал ĕçпе те кỹрентерес марччĕ. Хамăн аннене манăн яланах чи ырă ĕçсемпе çеç савăнтарас килет. Манăн пĕчĕк çитĕнỹсем те анне чунне савăнтарни мĕнле пысăк савăнăç вăл. Кашни амăшĕн тăван ачисен ырлăхне курса, вĕсемпе мухтанса, савăнса çеç пурăнмалла пултăрччĕ.

Е. НИКИТИНА.
Кивĕ Вăрмар ялĕ.


26 ноября 2005
00:00
Поделиться