Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Специалистсем канашларĕç

о Ял хуçалăхĕ

Специалистсем канашларĕç

Ял çыннин нихăçан та пĕр канăç та çук. Кăçал пухса илнипе лăпланса лармаççĕ, çитес çулхи тухăç никĕсĕшĕн тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпех ял хуçалăх управленийĕнче ĕçлекенсем районта пур агрономсемпе, складсен заведующийĕсемпе, бригадирсемпе тĕл пулма шутларĕç. Специалистсем ку хутĕнче "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен çитĕнĕвĕпе паллашма тĕв тытрĕç. Чи малтанах хуçалăхри тĕш-тырă упранакан складсене курса çỹрерĕç. Йĕтем территорине пырса кĕрсенех тасалăх хуçаланни палăрчĕ. Вăрлăхлăх тыррăн кашни сорчĕ уйрăм складра, пỹлмере. Хальхи вăхăтра вăрлăхлăх тĕш-тырăна кондицие çитерессипе ĕçлеççĕ. Ял хуçалăх техникине еплерех хĕл каçма лартнипе те интересленчĕç. Пурте ГОСТ требованийĕсемпе килĕшỹллĕн пулса пыраççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕпе Н.Петровпа В.Нарзаев тĕп агроном хăйсен ĕçри опычĕпе паллаштарчĕç. Кунти складсен заведующийĕ Т.Степанова хăйĕн ĕçне пĕлсе йĕркелени куç умĕнче.

Районти вăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Л.Захарова тата Россельхознадзорăн ỹсен-тăрансене хỹтĕлес тата агрохими енĕпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ С.Семенов, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕпе В. Николаевпа тĕп агроном Н.Николаев районта ку отрасльте ĕçсем еплерех пынипе паллаштарчĕç. Вĕренмелли, паллашмалли нумай пулчĕ тĕл пулура. Канашлу усăллă иртрĕ. Шел пулин те, пур хуçалăхсенчен те специалистсем килеймерĕç. Тен ĕçĕсем пула пĕлменнипе аллисем усăннă, тен хăйсем ытларах пĕлесрен хăраççĕ, тен йывăр самантра хăйсен вырăнĕсене тупайман.

А. НИКОЛАЕВА,

хамăр корр.



26 ноября 2005
00:00
Поделиться