Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Токиора - тăваттăмĕш

о Санăн çыннусем, район

Токиора - тăваттăмĕш

Пирĕн ентеш, Атайкасси ялĕнче çуралнă, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 2003 çулхи çăмăл атлетика енĕпе ирттернĕ тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ, 2004 çулта Афинăра иртнĕ XXVIII Олимп вăййисене хутшăнма тивĕç пулнă Светлана Захарова ноябрĕн 20-мĕшĕнче Японири марафонта 4-мĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕш вырăншăн пынă хĕрỹ кĕрешỹре 2003 çулта çак чупура çĕнтерỹçĕ ятне çĕнсе илнĕ Элфнеш Алему эфиопкăна 5 çеккунт çеç выляса янă. Çакна та палăртмалла, малти 20 çăмăл атлетсем хушшинче вăл Раççейĕн пĕртен-пĕр представителĕ.

С.Захарова 1970 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Спорт мастерĕн нормативне 1989 çулта шоссепе чупса Пĕтĕм Союзри ăмăртура пурнăçланă. Вăл Омскри, Техасри, Берлинти, Лондонри, Эдмонтонри, Нью-Йоркри, Брюссельри, Чикагори, Бостонри марафонсене хутшăнса тĕрлĕ медальсем илме тивĕç пулнă. Халĕ тепĕр çитĕнỹ - Токиора. Саламлатпăр!

Çак çитĕнỹ пирки мĕн шутлани çинчен Энĕшпуç шкулĕнчи физкультура учителĕнчен Г.Исаевран, С.Захарован пĕрремĕш тренерĕнчен, ыйтрăмăр:

- Мăнаçланатăп, паллах. Шкулта хам вĕрентнĕ вĕренекен çакăн пек çитĕнỹсем туни яланах хавхалантарать, туса ирттернĕ ĕç харама кайманни савăнтарать.

В. ТОЛМАТОВ.



26 ноября 2005
00:00
Поделиться