Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр

Хуруйĕнчи Александр Герасимовичпа Дарья Владимировна Герасимовсем сакăр ача пăхса ỹстернĕ. Дмитрий вара - вĕсен çемйинче иккĕмĕш ывăлĕ.

Мĕтри ялти шкулта çичĕ класс вĕренсе пĕтерсенех Хуруйĕнче ял Совет секретарĕнче ĕçлеме тытăнать. Кайран вăл, 1941 çулта, Тĕрлемесри бухгалтерсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухать. Сăмах май каласан, унăн ашшĕ - Александр Герасимович ял Совет тата "Пионер" пĕрлешỹллĕ хуçалăх ертỹçинче вăй хунă пулнă.

"Вăрçă... 1943 çулта пире çара илчĕç. Ялтан эпир пиллĕкĕн - А.Мефодьев, П.Сергеев, И.Никитин, М.Иванов пултăмăр. Районтан, Çĕнĕ Вĕренертен В.Андреев (кайран "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакторĕнче чылай вăхăт ĕçлерĕ), Шăхальтен П.Соколов (Иванов), Мари Республикинчи Йошкар-Оларан инçе мар вырнаçнă Сурок хулине лекрĕмĕр. Ун хыççăн пире уйăрчĕç. Эпир виçсĕмĕр - В.Андреев, П.Соколов Харьков хулине çитрĕмĕр. Артиллери полкĕнче радиотелеграфиста вĕрентме тытăнчĕç. Харьковран вара тỹрех вăрçа ячĕç. II Украина фронтĕнче çапăçрăмăр. Ку 1944 çулта пулчĕ", - тет фронтовик.

Раççейĕн, Украинăн, Польшăн вун-вун хулине, пин-пин ялне тăшманран тасатма хутшăннă паттăр салтак - Дмитрий Александрович. Польша çĕрĕ çинчи хĕрỹ çапăçура вара вăл йывăр аманать.

"Аманасси Карпат сăрчĕ хыçĕнче пулчĕ, - терĕ ун çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтсан Дмитрий Александрович. - Нимĕçсем ту çинчен, вăрмантан татти-сыпписĕр перетчĕç. Эпир - айлăмра. Мана çавăн чухне мина татăкĕсем сулахай ураран вирлĕн пырса çапрĕç. Вара тăна çухатса чылай вăхăт выртрăм. Ун хыççăн тĕрлĕ госпитальсенче вăрах сывалма тиврĕ. Строя юрăхлă пулаймасăрах вăрçă инваличĕ пулса тăван яла таврăнтăм".

Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн ентеше Отечественнăй вăрçă орденĕпе "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăлаççĕ.

Çапла. Хуруй каччи каллех мирлĕ ĕçе кỹлĕнет. 1941 çултах вĕренме кĕнĕ вăрман хуçалăхĕ енĕпе специалистсем хатĕрлекен Мускаври институтра экономика факультетĕнче малалла пĕлỹ илме пуçлать. Çав вăхăтрах сĕтел-пукан фабрикинче бухгалтер ĕçĕсене туса пырать. Вăхăт иртсе пынăçемĕн опытпа практика пуянлансах пырать унăн. Вĕсене кура ăна 1957 çулта тĕп бухгалтерăн заместительне лартаççĕ. Малалла вара вăл 1965-1985 çулсенче мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех фабрикăра тĕп бухгалтерта вăй хурать.

Унăн мирлĕ ĕçри тăрăшулăхне пысăка хурса хаклаççĕ. Вăрçăпа ĕç ветеранĕн кăкăрне çавăн пекех "Ĕçри паттăрлăхшăн", "Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" панă юбилей тата "Ĕç ветеранĕ" медальсем илем кỹреççĕ.

"Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçет.

Пенсие тухсан та Госстрах инспекцийĕнче страхлакан агент пулса тата вун тăватă çул тăрăшать. Пурĕ ĕç стажĕ унăн - 55 çул.

Шел пулин те, унăн мăшăрĕ, Пелагея Никифоровна, паянхи куна пурăнса çитеймерĕ: 20 çул каяллах, йывăр чире пула, çĕре вăхăтсăр кĕчĕ.

Дмитрий Александровичпа Пелагея Никифоровна Герасимовсем пилĕк ача - виçĕ хĕр те икĕ ывăл çуратса пăхса ỹстернĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, ача-пăчаллă.

В. МИРОНОВ.



26 ноября 2005
00:00
Поделиться