Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн

о ГИБДД асăрхаттарать

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн

Хальхи саманара, техника хăватлă аталаннă вăхăтра, кашни çыннăн кирек ăçта пулсан та, çав тери асăрхануллă пулмалла. Уйрăмах çул-йĕрсем çинче тимлĕх кирлĕ. Акă кăçалхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче çул-йĕр çинче хăрушă инкек пулнă. Каçхине, 22 сехет те 30 минутра, поселокри Крупски урамĕнче шурă тĕслĕ çăмăл автомашина çуран пыракан О.Степанова вилмеллех çапса хăварнă. Апла пулин те водитель чарăнман, йывăр аманнă çынна пăрахса хăварса тарса пытаннă. Шел, автомашина номерне, унăн хуçине никам та палласа юлайман. Çынна таптаса вĕлернĕшĕн автомашина водительне явап тыттармаллах. Çак çул-йĕр инкекне куракансене е çакăн пирки кам мĕн пĕлет, районти шалти ĕçсен пайне шăнкăравлама ыйтатпăр. Тепĕр тĕслĕх Кивĕ Вăрмар ялĕнче пулса иртнĕ. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче 18 сехет иртнĕ тĕлелле 1970 çулхи Н.Никитин водитель "Москвич-2140" автомашинăпа çул çинче тăракан А.Николаева çапса хăварнă. Ку хутĕнче водитель чарăнсан та, хăйĕн айăпне йышăнмасăр тапранса малалла каять, сусăрланнă çынна пăрахса тарать.

Аварисене лексе суранланасси кашни çынпа пулма пултарать, анчах çакăнта автотранспорт водителĕсен, айăпланнине пăхмасăрах, çийĕнчех чарăнса пĕрремĕш пулăшу памалла е хăвăртрах больницăна леçмелле, çул-йĕр çинче инкек пулни çинчен тỹрех патшалăх автоинспекцине пĕлтермелле.

Н. АЛЕКСАНДРОВ,
районти ШĔПĕн ГИБДД
уйрăмĕн агитаципе
пропаганда инспекторĕ.



30 ноября 2005
00:00
Поделиться