Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çут çанталăк ырлăхĕ - кашни киле

о Патшалăх Канашне янă Çырупа хавхаланса

Çут çанталăк ырлăхĕ - кашни киле

Экономика ỹсĕмĕн тата халăхăн пурнăç шайĕн лайăхланăвĕн тĕп факторĕ - эпир общество инфраструктурине аталантарас енĕпе тытса пыракан политика. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн республикăри ялсене газификацилессипе хатĕрленĕ программине пурнăçа кĕртессипе "Чăвашсетьгаз" АУОн "Вăрмаргаз" филиалĕ куллен хăйĕн тỹпине хывать.

Малашлăха ăнтăлакан предприяти паян мĕн ĕç тунипе çеç лăпланса лармасть. Районти ялсене пĕтĕмĕшле газ пăрăхĕсем хывнă пулсан, халĕ тĕллев - кашни киле çут çанталăк ырлăхĕ çитересси.

"Чăвашсетьгазăн" "Вăрмаргаз" филиалĕ кăçалхи 9 уйăхра 9 миллион та 930 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. 1 миллион тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ.

"Эпир кăçалхи 10 уйăхра район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенчи кил-çуртсем "кăвак çулăмпа" усă курччăр тесе чылай тăрăшрăмăр. Кивĕ Вĕренер, Хĕрлĕçыр, Чăрăшçырма, Çиçтĕпе, Пăвакасси, Шăхаль тата ытти ялсенче те газ кĕртессипе пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçларăмăр. Çак вăхăтра пурĕ 9 миллион та 930 пин текнĕлĕх ĕç тунă. 9 уйăха 1 миллион тĕнкĕ тупăшпа вĕçленĕ", - терĕ А.Васильев пуçлăх.

"Вăрмаргаз" филиал ĕçченĕсем тăрăшнипех ĕнтĕ 1134 кил-çурта çут çанталăк ырлăхĕ çитнĕ. "Кăвак çулăм" ăшши ял çыннисемшĕн чăннипех чун ăшши, халăх савăнăçĕ.

Хальхи вăхăтра Тупах ялне те ку ырлăх çитмелле. Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ В.Филатов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕ Н.Яковлев, "Вăрмаргаз" филиалĕн Шупашкарти "Спецмонтажгаз" уçă акционерлă обществăн представителĕсем çак ялти кил-çуртсене çут çанталăк газĕпе çывăх вăхăтрах тивĕçтересси çинчен калаçса татăлчĕç.

З. ПАВЛОВА.



30 ноября 2005
00:00
Поделиться